Кун-çул уттинчен юлмасăр
Çĕр çинче мĕн тĕрлĕ професси çук-ши; Инженер, агроном, строитель, тухтăр... Шутласа та пĕтересси пулмасть. Пурте сумлă, пурте кирлĕ, пурте халăха усă кÿреççĕ. Пурнăç çулĕ çине тăма вара кашнинех учитель, вĕрентекен пулăшать. Манăн сăмахăм та учитель çинчен, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 36-мĕш çул ĕç вырăнне пĕр улăштармасăр ĕçлекен Татьяна Александровна Степанова çинчен пулĕ.
1957-мĕш çулхи декабрь уйăхĕнче кун çути курнăскер, мĕн ачаранах учитель ĕçне кăмăлланă вăл. Çавăнпа та Тикашри 8 класлă шкула вĕренсе пĕтерсен пĕр иккĕленмесĕр тÿрех Канашри педагогика училищине пĕлÿ илме тухса каять. Йышлă ачаллă çемьере кĕçĕнни пулса çитĕннĕскер (вĕсен килĕнче 6 ача пулнă), аслисенчен сăпайлăха, ĕçченлĕхе, хăйне пĕр тантăшсем хушшинчи килĕшĕве курса хăнăхса ÿснĕ.
Амăшĕ, Елизавета Никитична Карзакова, Тикаш шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, унăн ĕçĕпе мĕн пĕчĕкренех çывăх пулнă Татьяна Александровна. 1976 çулта педучилище пĕтерсе Мăнçырмари вăтам шкулта пуçламăш классенче ĕçленĕ хушăрах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет, «вырăс чĕлхипе сăмахлăхĕн учителĕ» специальноçпа алла диплом илет.
Çамрăк вĕрентекене часах Мăнçырма каччи Анатолий Васильевич Степанов куç хывать. Вĕсем çемье çавăрса виçĕ ача çуратса çитĕнтереççĕ, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшаççĕ. Хăйсем кĕтнĕ пекех аслипе (Андрей) кĕçĕнни (Василий) - ашшĕне пулăшаканĕсем, вăталăх ачи (Наталья) - амăшĕ валли çывăх юлташ. Виçĕ ачи те аслă пĕлÿллĕ. Ывăлĕсем Хусан хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ, хĕрĕ çемйипе - Шупашкарта.
Виçĕ теçетке ытла шкулта ырми-канми вăй хурса унăн ĕçне хак панине кăтартакан портфолиора спортри, художество пултарулăхĕнчи активлăхшăн, ашшĕ-амăшĕсемпе килĕшÿллĕн ĕçленĕшĕн шкул дирекцийĕ, профсоюз комитечĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕ, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ панă Хисеп хучĕсем нумай. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн 1996 çулта Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ министерстви «Халăха вĕрентес çут ĕç отличникĕ» пахалăх паллине парса чысланă. Çавăн пекех православи культурине шкул ачисене тивĕçлĕ шайра вĕрентсе пынăшăн, тĕрлĕ конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăннăшăн Шупашкар хулин Епархийĕ тата Мăнçырмари Тихвински Турă Амăшĕн Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ панă хутсем чăннипех Татьяна Александровна пурнăçа юратса кун-çул уттинчен юлмасăр ĕçленине кăтартаççĕ