Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ йышши продукци

Кашни çемье Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене сĕтел тулли пуян апат-çимĕçпе кĕтсе илме тăрăшать. Кун пек чухне пурин те тутлăраххи, халиччен çисе пăхманни тутанас килет-çке. Лавккасенче те ытларах çĕнĕ йышши продукци шыратпăр мар-и; Пирĕн çывăх çыннăмăрсене техĕмлĕрех апат-çимĕçпе сăйлас килет. Сирĕн ыйтăва вара «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество татса пама пултарать.

Асăннă общество хăйсем кăларакан продукцине çирĕп тĕрĕслесе тăрать, ассортимента та пуянлатсах пырать. Хальхи вăхăтра кунта çăкăрпа булка изделийĕсем 40, тĕрлĕ кондитер изделийĕсем 50 кăлараççĕ. Нумаях пулмасть тепĕр çĕнĕ продукципе савăнтарчĕç туянакана. Кунта ăста алăллă кондитерсем тăпăрч тата мармеладпа хатĕрленĕ пĕчĕк кекссем, печенисем кăларма тытăнчĕç. Çак апат-çимĕçе хатĕрлеме пĕрре те çăмăл мар. Ăна валли ятарлă чуста хатĕрлемелле, çăнăхĕ те паха йышши пулмалла.

Тĕп продукци паллах - çăкăр. Çакă кунта хатĕрлекен пур апат-çимĕç продукцин 80 проценчĕ шутланать. Туянакан кăмăлне кура ун ассортиментне çине-çинех улăштараççĕ, ытларах чухне хăйсем хатĕрленĕ рецептпа пĕçереççĕ. Юлашки вăхăтра çăкăрпа батона та касса ятарлă хутаçсемпе чĕркесе параççĕ. Çăкăрпа булка изделийĕсене касса хатĕрлемешкĕн ятарласа оборудовани туяннă. Пурĕ 420 пин тенкĕ тăкакланă.

Асăннă предприяти çулталăка тупăшлă вĕçлерĕ. Иртнĕ çул пурĕ 12 миллион та 963 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Çакăнта пултаруллă ĕçченсен тÿпи пысăк. Хальхи вăхăтра обществăра 39 çын вăй хурать. Г.Ефремова, К.Васильева, Н.Григорьева, Н.Ефремова, Н.Матвеева, Л.Петрова пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Пурте вĕсем хăйсен ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ. Республикăра иртекен тĕрлĕ конкурссене активлă хутшăнаççĕ, малти вырăнсем çĕнсе илеççĕ.

 



13 января 2012
00:00
Поделиться