Асăнмалли, мухтанмалли пур
Çĕнĕ çула кĕнĕ май иртнĕ çулăн куçа курăнакан паллă пулăмĕсем , çитĕнÿсем, çĕнĕлĕхсем, цифрăсемпе фактсем асăма килеççĕ.
Чи малтанах Энĕшпуç ялĕн сăн-сăпачĕ палăрмаллах çĕнелсе илемленнине палăртмалла. Акă вырăнти администраци тăрăшнипе (пуçлăхĕ О.Иванов) 10 çынна ĕçпе тивĕçтерекен çĕвĕ цехĕ уçăлчĕ, нумай ачаллă Клементьевсен çемйи валли хăтлă çурт ÿссе ларчĕ, халăха шывпа усă курмалли икĕ çăла тĕпрен юсарĕç, кĕрсе тухма будка лартрĕç. «Шкул автобусĕ» программăпа ялти шкула ачасене турттарма çĕнĕ автобус уйăрчĕç.
Ялти вăтам шкулта вĕреннĕ тĕнчипе паллă марафонка С.Захарова кăçал Нью-Йоркра Пĕтĕм тĕнчери полицейскисемпе пушарниксен ăмăртăвĕнче 5 медаль çĕнсе илчĕ. Ăна, Чрезвычайлă лару-тăру министерствин пушар службин инспекторне, майор звани пачĕç.
ЧР Президенчĕ М.Игнатьев республикăри ĕç династийĕсен 9 слетĕнче К.Крдыков пушарниксен династине (Н.Константинов вăрçă участникĕ, ывăлĕ В.Нягин икĕ «Паттăрлăх» орденсен кавалерĕ - представительсем) тав сăмахĕ каларĕ, хаклă парнесем парса чысларĕ. Çак династин пушар хуралĕнчи ĕç стажĕ 1096 çул . 1968 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă В.Иванов (1951 çулта çуралнă) Çĕнĕ Шупашкарти химпроизводствăри цех ертÿçи ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ химикĕ» ята илме тивĕç пулчĕ. Вăл Энĕшпуçĕнче 1965-1974 çулсенче хими учителĕ пулса ĕçленĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕн, Ш.Шамсиевăн вĕренекенĕ. Питех те шел, Шарифзян Газизович пирĕнтен пĕлтĕр ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Кăçал ялти шкултан вĕренсе тухнă А.Алексеев Екатеринбургри пушарпа техника институтне вĕренме кĕчĕ. Çамрăклах спортпа туслă пулнăскер, пĕрремĕш курсрах спорт мастерĕн кандидачĕн нормине тултарчĕ, пысăк çитĕнÿ турĕ. Халĕ тăван шкултан вĕренсе тухнисем хушшинче тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ - 1, Тĕнче класлă спорт мастерĕсем - 2, СССР спорт мастерĕсем - 7, спорт мастерĕн кандидачĕсем - 16. Кăçал районти Акатуйра кĕрешсе ял каччи А.Степанов паттăра юлчĕ (Энĕшпуçсенчен çак кăтарту пуçласа пулчĕ).
Февраль уйăхĕнче ял тăрăхĕнче республика шайĕнчи икĕ спорт ăмăртăвĕ пулчĕ. Традицине кĕнĕ йĕркепе 11-мĕш хут СССР спорт мастерĕсене - пĕртăван Юрийпе Геннадий Ивановсене асăнса йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ, унта республикăри тĕрлĕ вырăнсенчен килнĕ 200 спортсмен хутшăнчĕ. «Шоркистринский» производство кооперативĕн пуçарăвĕпе (ертÿçи И.Иванов) виççĕмĕш хут ял çывăхĕнче тĕрлĕ приводлă автомашинăсемпе чупса ралли-кросс иртрĕ. Кĕрешÿ питĕ çивĕч пулчĕ. Чăваш телевиденийĕ передача хатĕрлерĕ.
Кану паркĕ умĕнче май уйăхĕнче пограничниксене асăнса палăк уçнă. Чикĕ хуралĕнче пулнисен шучĕ Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăн кăна 45 çын шутланать. Август уйăхĕнче сывлăш-çар десантникĕсен кунĕнче тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенче пулса иртнĕ пысăках мар вăрçăсене хутшăннă ентешсене асра тытса тепĕр палăк лартрĕç.
Районти шалти ĕçсен пайĕнче тыл енĕпе ĕçлекен А.Михайлов подполковник званийĕ илчĕ. Пĕтĕмпе, шутласа пăхнă тăрăх, ялти шкула вĕренсе пĕтернисем хушшинче 9 полковник, 21 подполковник.
Раççей Космонавтикин çулталăкĕ вĕçленчĕ. Шкулти Çар Мухтавĕн музейĕнче Байконурта тĕрлĕ çулсенче службăра пулнисемпе шкул ачисен тĕл пулăвĕ пулса иртрĕ. Тупса палăртнă тăрăх, Байконурта хĕсметре пулнисем вуннăн шутланаççĕ: С.Ильин (1961-1964 çулсенче службăра пулнă), И.Федоров (1970-1972), П.Яковлев (1977-1979), Н.Мясников (1977-1979), В.Расколов (1989-1991), О.Николаев (1988-1990), Э.Степанов (1989-1991), С.Васильев (1991-1993), В.Игнатьев, В.Григорьев. Асăнмалăх вĕсене «50 лет Космонавтике» медальсем парса чыс турĕç.
Афганистанра пулса иртнĕ вăрçăна хутшăннă А.Александров кăçал «Хăюлăхпа паттăрлăхшăн» медале илме тивĕç пулнă. РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн вăрман пушарĕсене сÿнтерме хастар хутшăннă В.Ефимова, Н.Иванова, М.Федорова, В.Яковлева, Л.Иванова «2010 çулхи пушарсене сÿнтерме хутшăнакана» медальпе наградăларĕç.
Пĕтĕмпе 2011 çулта 19 ача çуралнă, 33 çын вилнĕ.
Асăнмалли, мухтанмалли пур. Епле пулĕ-ши çĕнĕ çулта; Вăл та ырă пулăмсемпе палăрасса шанас килет