Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кунсерен 500-шер издели

Вăрмарти «ОВАС» çĕвĕ фабрики çинчен эпир пĕрре кăна мар çырнă ĕнтĕ. Район шайĕнче хĕрарăмсене пысăк ĕç укçи ĕçлесе илме май паракан предприяти ку. Кунта чăннипех ĕçлесе укçа туса илес текенсем тăрăшаççĕ. Вăтам ĕç укçи 16 пин те 500 тенкĕпе танлашать. Ача-пăча валли тĕрлĕ тĕслĕ, тĕрлĕ модельлĕ курткăсем çĕлеççĕ çĕвĕçсем. Кашни сезонта - çĕнĕ коллекци.

Паянхи куна 2012 çулхи çуркунне тăхăнмалли курткăсен 50 процентне çĕлесе пĕтернĕ ĕнтĕ, çавăн пекех çитес çулхи хĕллене те халех хатĕрленеççĕ. Цехри сĕтелсем çинче выртакан тĕрлĕ пусма тĕркĕсенчен касса хатĕрленĕ татăксенчен хĕрарăмсен ăста аллисем илемлĕ, Раççейĕпе тăхăнакан курткăсем çĕлеççĕ. Кунсерен 500-шер издели! Малтанхи «Паха тĕрĕ» çĕвĕ фабрикин пуян опытлă çĕвĕçĕсем çинче никĕсленнĕ Вăрмарти «ОВАС» çĕвĕ фабрики паянхи кун пысăк хăватпа ĕçлет. Çавăн пекех çамрăксем те анлăн алла илеççĕ ку профессие. Шанчăклă ĕç хĕрарăмсене хăюлăх кĕртет, çемьене самай тупăш кÿни савăнтарать вĕсене.

Çĕвĕ цехĕнче 115 çын тăрăшать, апла пулин те паянхи куна тата 400 çынна ĕç вырăнĕ пама хатĕр предприяти. Унăн пуçлăхĕ В.Лукин çитес çул ĕç калăпăшне татах та анлăлатассине пĕлтерчĕ. «Çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕртесшĕн», - пĕлтерет предприяти пуçлăхĕ. Профессие алла илме те пулăшаççĕ. Ача-пăча, çул çитмен ачасем валли трикотаж изделийĕсем, джинсран çĕленĕ тумтир хатĕрлеме пуçăнасшăн. Апла пулсан предприяти пуласлăхĕ пысăк, çавăнпа ĕç аллисем те кунта кирлĕ. Ирхине автобуспа хĕрарăмсене ялсенчен ĕç вырăнне илсе çитереççĕ, кăнтăрла вĕри апатпа тивĕçтереççĕ, ĕç укçи те вăхăтра. Владимир Васильевич Лукин Вăрмарти «ОВАС» çĕвĕ фабрикин пуçлăхĕ пулнă вăхăтрах Козьмодемьянск хулинчи çĕвĕ фабрикин пуçлăхĕ те. Пĕр вырăнта лармасть вăл, пур çĕре те ĕлкĕрмелле. Пĕр ыйту кăсăклантарчĕ: «Мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха Вăрмар çĕвĕ ăстисем Козьмодемьянск çĕвĕçĕсенчен?» «Ĕçе пĕлсе, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе», - терĕ Владимир Васильевич.

 



13 января 2012
00:00
Поделиться