Н.Иванов-Пархатар - хăнара
Нумаях пулмасть Пысăк Енккасси шкулĕнче Н.Иванов-Пархатар поэт-композиторпа вĕренекенсем тĕл пулчĕç. Малтан кадетсен класĕнче автор хăйĕн шкул çулĕсенчи, институт тапхăрĕсенчи хайлавĕсемпе паллаштарчĕ. Вĕренекенсем вăл пăхмасăр каланă «Сарапай çăл куçĕ» «Атăл каçĕ», «Анне», «Анне сăмахĕ» хайлавсене тата ыттисене те пурте тимлĕн итлерĕç, нумай-нумай ыйтусем пачĕç.
Иккĕмĕш тĕл пулу акт залĕнче иртрĕ. Вĕренекенсем тулли кунта. А.Талвир, В.Алентей ячĕллĕ преми лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн писателĕсен тата журналисчĕсен Союзĕн членĕ, республикăри литературăпа музыка конкурсĕсен лауреачĕ Н.Иванов-Пархатар залра ларакан-итлекенсене хăйĕн «Вăрçă суранĕ», «Горе матери», «Юлашки çыру» поэмăсен сыпăкĕсемпе, çĕнĕ сăввисемпе паллаштарчĕ, 10 кĕнеке ытла пичетлесе кăларнă поэт-композитор ытти сăввисене те пăхмасăр ăнăçлă вуласа парса итлекенсене тыткăна илчĕ. Композиторăн «Тăван ен» юррине пĕтĕм зал юрларĕ. Шкулти музыкçă, «Савăнăç» эстрада ушкăнĕн талантлă юрăçи Т.Гаврилова Н.Ивановăн «Купăс кĕвви янăрать» юррине çепĕççĕн та хавхалануллăн юрлани пурин чĕрине те хавхалантарчĕ, тав сăмахне тивĕçрĕ. Тĕл пулура ыйтусем нумай пулчĕç. «Питĕ пысăк тав, татах килĕр пирĕн пата хăнана», - çакăн пек сăмахсемпе ăсатрĕç поэт-композитора.