Ялсене - медицина пулăшăвĕ
Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилотлă проекта пурнăçласси çинчен» Указпа килĕшÿллĕн юлашки икĕ çул хушшинче Вăрмар хула, Арапуç, Чупай, Чулкас ял тăрăхĕсенче культура учрежденийĕсем çĕнелчĕç. Тикаш, Чулкас, Кĕтеснер, Чупай ял тăрăхĕсенче культура вучахĕсене çут çанталăк газĕ çитрĕ. Çавăн пекех Чупай, Чулкас, Кĕтеснер, Аслă Чак ял тăрăхĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕнĕ сăн кĕртрĕç.
Çемье медицинин службине ĕçе кĕртнĕ май çынсене кÿрекен амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ, врачсен пулăшăвĕ ялсенче пурăнакан тата ĕçлекенсем патне те май пур таран çывхарчĕ. Çавна май Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ Н.Зайцев Аслă Чак ял тăрăхĕнчи фельдшерпа акушер пунктне, культура çуртне, реабилитаци центрне çитсе курчĕç, вĕсенчи ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕç.
Иртнĕ çул культура çуртне тĕпрен çĕнетессипе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Унăн çивиттине улăштарнă, пластик чÿречесем лартнă, тимĕр алăксем вырнаçтарнă. Çак ĕçсене пурнăçлама республика тата вырăнти бюджетсенчен 2 миллион тенкĕ тăкакланă. Унсăр пуçне асăннă ял тăрăхĕнче фельдшерпа акушер пунктне тĕпрен çĕнетнĕ. Кунта çут çанталăк ырлăхĕ кĕртнĕ. Çавăн пекех вĕри тата сивĕ шыв кĕрет, канализаци системине хута янă. Пĕтĕмĕшле каласан пирвайхи пулăшу кÿме пĕтĕм условисем пур. Фельдшерпа акушер пунктне тĕпрен юсаса çĕнетме асăннă указпа килĕшÿллĕн республика тата вырăнти бюджетсенчен 901 пин те 608 тенкĕ уйăрнă.
Фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Н.Владимирова асăннă учреждение хăтлăх кĕртнипе кăмăллă. Малашлăхра Наталия Петровна ялти çынсене медицина пулăшăвĕ вăхăтра тата пахалăхлă парасси ÿссе пырасса шансах тăрать.