Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Коррупцие хирĕç

Район администрацийĕн ларусен залĕнче коррупцие хирĕç кĕрешессипе ирттернĕ канашлăва Вăрмар район прокурорĕ Е.Краснов ертсе пынă.

Унта район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов, координаци канашлăвĕн членĕсем: Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, РФ Шалти ĕçсен пайĕн «Урмарский» муниципалитетсем хушшинче уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ А.Софронов, РФ Шалти ĕçсен министерствин «Цивильский» уйрăмĕнче коррупцие хирĕç кĕрешессипе тата экономика хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен оперативлă шырав пайĕн начальникĕ О.Маринин, уголовлă исполнительнăй инспекцийĕн начальникĕ А.Михайлов, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ытти яваплă çынсем хутшăннă.

Канашлура тĕп докладпа район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов тухса калаçнă. Вăл палăртнă тăрăх, иртнĕ çул коррупципе çыхăннă пĕр преступлени тупса палăртнă. Çакă районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн сотрудникне взятка пама тăнипе çыхăннă. Унсăр пуçне оперативлă шырав чаçĕн ĕçне тĕрĕсленĕ хыççăн çитменлĕхсене тупса палăртнипе 3 требовани тата 1 представлени тăратнă. Çавăн пекех экономика енĕпе çыхăннă преступленисен шучĕ ÿсни çинчен те пулчĕ калаçу. Ку енĕпе 2010 çулта 11 преступление тупса палăртнă пулсан, 2011 çулта - 13. Çакă вара çителĕксĕр шайра ĕçленине пĕлтерет. Коррупцие хирĕç кĕрешессипе РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн яваплă сотрудникĕсем кирлĕ пек ĕçлеменнине палăртрĕ район прокурорĕ Е.Краснов. Çакă асăннă уйрăмĕн начальник заместителĕн А.Софроновăн тата «Цивильский» уйрăмĕн коррупцие хирĕç кĕрешессипе тата экономика хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен оперативлă шырав пайĕн начальникĕн О.Марининăн доклачĕсенче те палăрчĕ. Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле тачă çыхăнура ĕçлемеллине палăртрĕ Е.Краснов. Вăл çавăн пекех ял тăрăхĕсенче пурăнакансем «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе мĕнлерех шайра усă курнине тĕрĕслесех тăма кирлине каларĕ. Саккуна пăсса ĕçе илнĕ тĕслĕхсене тупса палăртни тата ытти çивĕч ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕç.



18 января 2012
00:00
Поделиться