Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Турнир çитĕнĕвĕсем

Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăчасен пĕрремĕш спортшкулĕн пысăк спортзалне карате спорт секцине пĕрремĕш-иккĕмĕш çул çÿрекен чи çамрăк каратистсем килнĕ. Çĕнĕ çул ячĕпе йĕркеленĕ турнира 500 ытла ача хутшăнчĕ. Кунта пирĕн ентешсем те, Ю.Григорьев тренерăн воспитанникĕсем, ăмăртрĕç, çитĕнÿсем турĕç.

Чи малтан Раççейри карате спорт федерацийĕн ертÿçи В.Тимофеев турнира килнĕ чи çамрăк каратистсене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, залри халăха Çĕнĕ çулпа ăшшăн саламларĕ, ăмăрту судйисемпе паллаштарчĕ.

Часах спортзала Хĕл Мучипе Юр пике çитрĕç. Вĕсем салампа пĕрле парнесем илсе килнĕ. Унтан турнир пуçланчĕ. Черетлĕ квалификацин кăвак пиçиххине çĕнсе илессишĕн тăрăшнă М.Николаев (Вăрмар шкулĕ) хăйĕн карате программине ăнăçлăн кăтартрĕ. Карате секцийĕсене 1-2 çул çÿрекен 8-9 çулхи хĕрачасем хушшинче С.Корнилова (Вăрмар шкулĕ) виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ку ÿсĕмри арçын ачасенчен О.Яранов (Энĕшпуç шкулĕ) мала тухрĕ.

10-11 çулхи арçын ачасен тупăшăвĕнче А.Харитонов (Вăрмар шкулĕ) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. 14-15 çулхисем хушшинче Н.Афиногенов (Вăрмар шкулĕ) пурне те çĕнтерчĕ. В.Тимофеев (Мăнçырма шкулĕ) иккĕмĕш пулчĕ. 14-15 çулхи хĕрачасем хушшинчи тупăшура Т.Кудрявцева (Мăнçырма шкулĕ) пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Карате секцине иккĕмĕш çул çÿрекен 8-9 çулхи хĕрачасем хушшинче М.Федорова мала тухрĕ, çак ÿсĕмри К.Долгова иккĕмĕш пулчĕ (иккĕшĕ те Шăхаль шкулĕнчен). Турнир вĕçленсен çĕнтерÿçĕсем, ун призерĕсем хаваслă парада хутшăнчĕç, вĕсене дипломсемпе, жетонсемпе наградăларĕç. Пирĕн район команди 4-мĕш вырăн йышăнчĕ. Район чысне хÿтĕлекенсем чăннипех те пултаруллисем пулчĕç, хăйсен ăсталăхĕпе палăрчĕç

 



18 января 2012
00:00
Поделиться