Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çемье чăмăртама - ЗАГСа

Çыннăн ÿт-пÿ сывлăхĕ ăс-хакăл сывлăхĕпе, унăн тĕнче курăм культурипе тата йăла культурипе тачă çыхăннă. Йăла культури вара мĕнле пĕлÿ илнинчен, çын пурăнакан культура хутлăхĕ мĕнле пулнинчен килет. Çемье кăна - чи малтан çемье! - ăс-хакăл енчен сывă та пиçсе çитнĕ çынна воспитани парас енĕпе тумалли ĕçе хăй çине илет. Çемье институтне çирĕплетме Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствисем чылай курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ.

Çулсерен ача амăшĕн капиталне парассин виçи ÿссех пыни куç кĕрет. Кăçал вăл 387 пин те 640 тенкĕ те 30 пуспа танлашрĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев иртнĕ çул виçĕ е ытларах ача çуратакан амăшĕсене 100 пин тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ парасси пирки ятарласа Указ кăларнă. Çавна май пирĕн районта иртнĕ çул ача çураласси ÿснĕ: 2010 çулта 274 ача çуралнă пулсан, 2011 çулта 284 пепке (хĕр ача - 139, арçын ача - 145) кун çути курнă. Вĕсенчен чи анлă сарăлнă ятсем: Кирилл, Дмитрий, Артемий, Екатерина, Мария, Анастасия. Иртнĕ çул 144 çемье чăмăртаннă. Шел те, 45 çемье уйрăлнă. 45-шĕ ашшĕ пулнине документсемпе çирĕплетнĕ, 8-шĕ ят улăштарнă, 436 çын вара ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлнă.

Çемье çирĕплĕхне тата Космонавтика çулне халалласа: «Çемье - пĕтĕм пуçламăшĕн пуçламăшĕ», «Çемьере килĕшÿлĕх хуçалантăр», Амăшĕсен кунĕпе: «Аннеçĕм, пĕрле ларса калаçар-и;», «Юрату пĕтĕмпех татса парать» ятпа тата ытти тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Çавăн пекех пĕрремĕш, икçĕрмĕш çуралнă ачасене чаплă лару-тăрура чысланă. 50, 60 çул пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса ĕмĕр ĕмĕрленĕ мăшăрсене те чаплă лару-тăрура çемйисемпе пĕрле саламланă.

Çамрăк мăшăрсене тата тин çуралнă ачасене чаплă лару-тăрура регистрацилес ĕç пысăк шайра пулса пырать. Вăл ЗАГС пайĕн торжествăлла мероприятисем йĕркелекен залра иртет. Вĕсене чыслама ашшĕ-амăшĕсем, çывăх çыннисем, тăванĕсем килеççĕ, саламлаççĕ. Ял тăрăхĕсенче те çак ĕç анлă сарăлнă. Кунти специалистсем, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем ЗАГС пайĕ хатĕрленĕ документсене савăнăçлă лару-тăрура çамрăк мăшăрсене, тин çуралнă ачан амăшĕсене, çемье чăмăртани пĕрле чылай çул çитнине халалласа параççĕ.

Çемье чăмăртама хатĕрленекенсемпе те ятарлă калаçусем ирттеретпĕр, яшсемпе хĕрсем валли анкета мелĕпе çемье институтне çирĕплетес енĕпе çыхăннă темăсемпе ыйтусем хатĕрлетпĕр. Унсăр пуçне районти тĕп больница çумĕнче «Мăшăрлану тата çемье» клуб ĕçлет. Кунта опытлă врачсем (акушер-гинекологсем) çемье йĕркелессипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлеççĕ.

Пĕтĕмĕшле каласан иртнĕ çул райадминистрацин ЗАГС пайĕ хăйĕн ĕçне палăртнă планпа пурнăçласа пынă.

«2011-2020 çулчченхи информаци обществи» патшалăх программипе килĕшÿллĕн 2012 çул пуçламăшĕ тĕлне 1978-2011 çулсенчи электронлă база çыравне йĕркеленĕ, çакă пирĕн патне килекен ыйтусене кĕске вăхăтра татса пама пулăшать.



24 января 2012
00:00
Поделиться