Ĕçне кура – хисепĕ
Нумай тĕрлĕ професси хушшинче чун юратнине суйласа илме çăмăлах та мар, анчах мĕн ачаран килĕштерсе тунă ĕç хăй патнеллех туртать, çывăх пулса тăрать, ĕçлеме хистет.
1954-мĕш çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Мăнçырма ялĕнче 6 ачаллă çемьере çуралнă Светлана Михайловна Васильева. Пурĕ тăххăрăн (асламăшĕ пĕрле пурăннă) пулнă вĕсем. Йышлă çемьере ĕçĕ нумай пулсан та пĕр-пĕрне пулăшса пырса ĕçлени те сисĕнмен. Ачасенчен асли пулнине кура Светланăн ытларах ĕçлеме тивнĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхасси, ĕне сăвасси, кĕçĕннисене ăшă сĕт ĕçтересси уншăн куллен тумалли ĕç пулса тăнă. Юнашар юратнă çыннисем - ашшĕпе амăшĕ, ытларах чухне асламăшĕ - пулни хĕр ачана вăй парса тăнă. Анчах пурнăç кустăрми яланах тÿрĕ çулпа кусмасть. Светлана 17 çула çитсен амăшĕсĕр юлать. Ашшĕпе тата ватă асламăшĕпе тăрса юлнă 6 ачана хĕрхеннипе пĕр ялтах пурăнакан ырă чунлă хĕрарăм, Анна Кирилловна Кириллова, вĕсемпе пĕрле пурăнма килĕшет. Ачасем ăна «мама» тесех чĕнеççĕ. Ашшĕпе асламăшĕ вилсен вăл ачасемшĕн ашшĕпе амăшĕ вырăнĕнче пулать.
1971 çулта Светлана Мăнçырмари вăтам шкулта 10 класс вĕренсе пĕтерни çинчен аттестат илет. Вĕренме каяс пирки шухăшламалли те пулман, кăшт та пулин çемьене пулăшу кÿрес тĕллевпе вăл фермăра пăру пăхма килĕшет. Чĕлхесĕр янаварсем пĕчĕк ачасем пекех туйăннă, анчах витрене юхакан сĕт сассин асамлăхĕ чуна çывăхрах пулнă, çапла вара тепĕр çулĕнче çамрăк хĕр дояркăра ĕçлеме пуçлать. Ĕçленĕ чухне выльăх-чĕрлĕх чирлесси те часах, яланах выльăх тухтăрĕ юнашар мар. Ку енĕпе пĕлĕвĕ çитменнине туйса илет Светлана, çавăнпа та вăл Патăрьелĕнчи ветеринари училищине вĕренме каять. Пĕр çул вĕренсен тăван фермăнах таврăнать, А.Архипова ветврачпа пĕрле выльăхсене сывă та тĕреклĕ ÿстерессишĕн тăрăшать.
Чунра канăçлăх туймасть Светлана, тем çитмен пек туйăнать. Каллех дояркăра ĕçлеме пуçлать.
- Ирхине 3 сехетре тăрса фермăна утаттăм. 17-18 ĕнене алăпа сăваттăмăр. Сумалли аппарат лартса панă хыççăн 25, каярахпа 30-35 ĕне те сăваттăмăр. Малтанхи кунсенче алăсем питĕ ывăнатчĕç, «хăнăхсан тамăкра та аван, - тенĕ пек, каярахпа ывăннине те туймастăм.
Ĕçчен хĕр ашшĕ килĕнче нумаях пурăнмасть. 1974 çулта ял каччипе, Николай Петрович Васильевпа, çемье çавăраççĕ. Çамрăк чухнехи шăпа Светланăпа юнашарах çÿрет. 6 çул кăна мăшăрлă пурнăçпа савăнса пурăнса курать вăл. 30 çула çитнĕ мăшăрĕ 26 çулхи Светланăна 6 çулти Вовăпа, 4 çулхи Лидăпа, çуралса та ĕлкĕреймен Алешăпа тăлăха тăратса хăварать. 31 çул хушши пурнăçăн йывăр лавне пĕччен туртать Светлана Михайловна. Ачисем пĕчĕк чухне тем пек йывăр пулсан та юратнă ĕçĕнчен пĕр кун та уйрăлман вăл. Ачисем ÿссе йăл илсен çуртне çĕнетнĕ. Пурнăç условийĕсем улшăннă май малтан хăпартнă çурт-йĕр çителĕксĕр пек туйăнать. Светлана Михайловна килĕнче те хальхи вăхăтра юсав ĕçĕсем пыраççĕ: малтанхи çуртпа юнашар пысăк пÿлĕм купаласа лартнă, евроюсав тăваççĕ.
Ачисем те амăшĕ пекех ĕçчен ÿссе çитĕннĕ. Владимир Мускава ĕçлеме çÿрет, кил-çуртне çĕнетме тăрăшать. Лида хĕрĕ медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Хусанта ĕçлесе пурăнать, туслă çемье пĕр ача ÿстерет. Ашшĕ вилсен çеç çуралнă Алеша Санкт-Петербургра пурăнать, çемьеллĕ, экономика институтĕнчен вĕренсе тухнă, стройкăра прорабра ĕçлет.
2003-мĕш çулччен, «тĕнче улшăниччен» дояркăра ĕçлет Светлана Михайловна. Çур ĕмĕр чиккине те çитмен хĕрарăм килте ларма килĕшмест. 2004 çулта вăл ялти вăтам шкула тирпейлÿçĕре ĕçлеме вырнаçать. Пĕтĕм ĕçе тĕплĕ тума хăнăхнăскер кунта та çаплах ĕçлет. Тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитсен, 2009 çулта вăл хăй вырăнне çамрăксене парса хăварать.
Ĕçне кура хисеплеççĕ çынна, грамотăсем, Тав хучĕсем парса чыслаççĕ. Светлана Михайловнан пурнăçри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмĕ - 1980 çулхи 10-мĕш созыври 160-мĕш Мăнçырма суйлав округĕ тăрăх Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутатне суйланни. Мăнçырма ял Совечĕн депутатне те темиçе хутчен суйлаççĕ ăна. Юратнă ĕçре кун кунласа, çынна ырă кăна сунса пурăннине пула тивĕçнĕ вăл çак пысăк чыса, хисепе