Çул çÿрев
Çулсеренех шкул ачисен хушшинче тавра пĕлÿçĕсен олимпиади иртет. Кĕлкеш шкулĕн ачисем унта хаваспах хутшăнаççĕ. Вĕсем час-часах тĕпчев ĕçĕсем çырса вĕсемпе конференцисенче тухса калаçаççĕ, шкул музейĕ çумĕнчи «Тăван ен» пĕрлешÿре хастар ĕçлеççĕ. Краеведени олимпиадинче те харсăрлăхпа палăраççĕ вĕсем, районта та, республикăра та малти вырăнсене йышăнаççĕ. Республикăра мала тухнă май пĕлтĕр Раççей шайĕнче те хутшăнса курма тÿр килчĕ.
Çĕнтерÿçĕсен малтан тĕпчев ирттерсе ун тăрăх эссе çырса ямалла пулчĕ. Вĕсен шайне кура чи лайăххисене Мускава чĕнсе илчĕç. Пирĕн республикăран пурĕ 4 ача тата 2 руководитель пултăмăр. Вăрмар районĕнчен - Света Матвеева (Кĕлкеш шкулĕ, 7 класс) тата эпĕ.
Олимпиада 5 куна пычĕ. Питĕ интереслĕ иртрĕ пирĕн Мускаври ĕç-хĕл. Туризмпа краеведени енĕпе ачасемпе ĕçлекен федераллă центрта пурăнтăмăр, унтах тĕп ĕçсем пулса иртрĕç.
Пĕрремĕш кунхинех пире пурне те пĕр-пĕринпе паллаштарчĕç. Ун хыççăн вара ачасен олимпиада тесчĕсене хуравламалла пулчĕ. Кашни секци уйрăм ĕçлерĕ, ыйтăвĕсем те тĕрлĕрен пулчĕç. Пирĕн, учительсен, ачасем ĕçленĕ хушăра, мастер-классенче, калаçусенче хутшăнма тÿр килчĕ. Тĕрлĕ ученăйсем, литераторсем хамăра ĕçре кирлĕ сĕнÿ-канашсем пачĕç, литературăпа, методика пособийĕсемпе паллаштарчĕç, занятисем ирттерчĕç.
Иккĕмĕш кунхине ачасем секцисене пайланса Мускав музейĕсене çул тытрĕç. Çав çул çÿрев тăрăх вĕсен каçчен, жюри членĕсем панă темăсенчен пĕрне суйласа, тĕпчев ĕçĕ çырмалла пулчĕ. Эпир вара А.Солженицын писатель ячĕпе хисепленекен «Дом русского зарубежья» çуртĕнче «Организация музейной работы в образовательных учреждениях» Пĕтĕм Раççейри семинар-канашлу ĕçне хутшăнтăмăр. Каçхине тата «Мосфильм» киноконцернра тавракурăма пуянлатрăмăр. Унти музей экспоначĕсемпе, декорацисемпе, павильонсемпе, артистсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр.
Виççĕмĕш кунхине ачасем музей экспоначĕсемпе ĕçлерĕç, вĕсене кĕске вăхăт хушшинчех методикăпа сăнласа памалла пулчĕ вĕсен. Каярах вара пурин умĕнче тĕпчев ĕçĕсене хÿтĕлемелле пулчĕ. Учительсен хăйсен занятисем иртрĕç. Ку хутĕнче вĕсем Мускав шкулĕсенчи музейсенче пулчĕç. Уйрăмах 1415-мĕш номерлĕ шкулăн «Россиянка» музейĕ тыткăнларĕ. Çĕр чăмăрĕнчи пур япала та пур тейĕн унта, тĕлĕнмелле те çунатланмалла! Эпир чылайăшĕ унта хамăр ĕç-хĕлпе паллаштартăмăр, мастер-классем ирттертĕмĕр. Каçалапа ВВЦпа паллашрăмăр, Патшалăх Думине те çитсе килтĕмĕр.
Тăваттăмĕш кун пурин те пĕрле иртрĕ тесен те юрать. Капăр пысăк автобуссем çине ларса Мускав хулипе паллаштарма шутларĕç пире центр ĕçченĕсем. Курман вырăн юлмарĕ, тейĕн: Хĕрлĕ лапам, Христос Спаситель храмĕ, Лефортово, мăнастирсем, музейсем... Каярах кăмăл тăвакансен Третьяков галерейине çитсе курма май пулчĕ. Хăй пуянлăхĕпе, илемĕпе, асамлăхĕпе уйрăммăнах тыткăнларĕ вăл ачасене.
Юлашки кунхине пурне те Федераци Советне пуçтарчĕç, çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Кашни секци хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Çул çÿревре пулса курма тÿр килнишĕн район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайне, шкул администрацине тата ялти хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхне Г.Ямукова чĕререн тав тăвас килет