Курмалăх пур
Энĕшпуç ялĕнче чăннипех те алă ăстисем нумай. ЧР телевиденийĕн «Вести-Чăваш ен» кăларăмĕсенчи сюжетсем урлă вĕсем республика шайĕнче те палăрма ĕлкĕрчĕç. Ăстасем пурте ялти библиотекăна хăйсен ĕçĕсемпе пуçтарăнчĕç.
Ялти библиотека çуртĕнче иртекен «Девчата» кружокне вĕттинчен пуçласа ватти таранах çÿрет. Çавăн пекех Николай Иванович Ильин пенсионер та йывăçран тунă тĕрлĕ япаласен макечĕсен куравне йĕркеленĕ. Шăпах пенсие тухсан вăхăта усăллă ирттерес тесе тытăннă вăл çак ĕçе. Ашшĕнчен юлнă ĕç хатĕрĕсемпе усă курса хамăр районти ялсенчи чиркÿсен, карапсен, çил арманĕсен макечĕсене ăсталать. «Ĕçе кура алăсем те хăнăхса пыраççĕ», - тет Н.Ильин. Çынсем унăн ĕçне хакланине кура ăсталас кăмăл татах та хăпарать пенсионерăн. Тăванĕсене, юлташĕсене асăнмалăх парнелемелли яланах тупăнать унăн.
Энĕшпуçĕнчи Геннадий Степановсен сăпайлă çемйипе паллашсан, çуртне кĕрсе курсан вара «Вести-Чăваш ен» кăларăмăн корреспонденчĕпе операторĕ те тĕлĕнчĕç. Йăлт йывăçран касса кăларнă сĕтел-пукан, иккĕмĕш хута хăпармалли илемлĕ пусма, турăш вырнаçтармалли кĕтес, чÿрече каррисем. Çаксене пĕтĕмпех кил хуçи Геннадий хăй аллипе ăсталанă. 15 çул каялла ĕçлеме пуçланă вăл йывăçпа. Пахчара паянхи пурнăçпа тан чаплă мунча туса лартнă. «Ун чухне хальхи пек инструментсем те пулман, йывăçпа ĕçлемелли станокне те хамăнах тума тивнĕ. Халĕ вара темĕн те пур», - тет Геннадий Сергеевич. Мăшăрне те ал ăстине тупма пĕлнĕ тата хăй. Елена йĕпсепе те, тăхапа та (крючокпа) çыхать, тĕрлет. Вăл тĕрленĕ картинăсем чăн-чăн искусство шедеврĕсем. Стена çинче çакăнса тăраканскерсене алăпа тунă тесен, тÿрех никам та ĕненмĕ. Мĕн чухлĕ тÿсĕмлĕх кирлĕ çакăн пек илеме тума! Унăн амăшĕ, Галина Соластей те, йĕпсесене алăран ямасть. «Эпĕ алăпа çыхнă япаласенчен вакун тултарма пулать», - тет вăл. Çавăн пекех Шупашкар хăнисем 70 çулхи Мария Васильевна Сытина патне те çитсе курчĕç. Пур ĕçе те тума пĕлекенскер лара-тăра пĕлмест. Хăш-пĕр çамрăксемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать вăл. Пултаруллă ăстасем Энĕшпуçĕнче чăннипех те чылай. Халăхĕ хастар, пур мероприятие те хутшăнма хатĕр, анчах та ялта хăтлă культура çурчĕ çукки пĕтерет. Çывăх вăхăтра ялта çĕнĕ культура çурчĕ хăпарасса шанас килет