Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пултаруллă çамрăка – ятарлă стипенди

Наукăра,вĕренÿре, обществăлла ĕçре, спортра тата ытти лайăх енĕпе палăрса тăракан çамрăксем пирĕн районта чылай. Кун йышши пултаруллă çамрăксене хавхалантарас тĕлĕшпе 2002 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвĕ парассине вăйлатасси çинчен» 51-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн ятарлă стипенди пама палăртни çинчен çырнăччĕ. Кăçал вара ăна районти 7 яш-кĕрĕмпе хĕр упраç илсе тăма тытăнчĕ. Унсăр пуçне ертÿçĕсен тĕрлĕ шайри стипендийĕсене илекенсем те пур.

Акă Тикаш ял тăрăхĕнчен виçĕ çамрăк Раççей Федерацийĕн Правительствин пуçлăхĕн, Чăваш Республикин Президенчĕн, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендийĕсене тивĕçнĕ. Вĕсем: Алена Черкасова, Иван Иванов, Алина Иванова. Паян сăмах Иван Иванов çинчен.

Мĕн ачаран Иван çĕр ĕçне чунтан парăнса ÿснĕскер, халĕ те пĕр кун та ахаль лармасть. Вăл «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тăрăшса вăй хурать. Выльăх-чĕрлĕх фермине аталантарас тĕллевпе курăмлă ĕçсем пурнăçлать. Унпа пĕрлех сурăхсем, кроликсем, пыл хурчĕсем ĕрчетессипе те унăн опычĕ пур. Кашни çулах çурхи ака тата тыр-пул пухса кĕртес ĕçре те Иван Иванов пысăк хастарлăх кăтартать, вăл механизатор, комбайнер, тракторист, водитель ĕçĕсене алла илнĕ. Тепĕр майлă каласан «ылтăн алăллă» ăста специалист. Хальхи вăхăтра кун пек çамрăксем ялта питĕ кирлĕ. Вĕсем - ял аталанăвĕ, малашлăхĕ. Хĕллехи вăхăтра Иван Иванов грейдерпа урамсене юртан хырса тасатать. Çил-тăманлă çанталăкра иртен пуçласа каçчен тăрăшса вăй хурать, ялти çынсене тÿрĕ те тикĕс çулпа утма майсем туса парать. Ял халăхĕ çакăншăн чăннипех те кăмăллă. Çавăн пекех кÿршĕ ялсен урамĕсене тасатассипе те чылай ĕçсем тăвать пултаруллă çамрăк. Ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскер, вĕренÿре те ÿсĕмсемпе палăрса тăрать - Патшалăх службин Атăлçи-Вятка академийĕнче 5-мĕш курсра вĕренет. Обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнать çамрăк каччă. Вăл Тикаш ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ те. Пĕтĕмĕшле каласан пур ĕçре те хастар И.Иванов



25 января 2012
00:00
Поделиться