Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хисепе ĕçпе тивĕçнĕ

Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» 1906 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче тухма пуçлани пирки алла хаçат тытакансенчен чылайăшĕ пĕлет. Анчах пирĕн район хаçатне, «Хĕрлĕ ялава» 18 çул хушши ертсе пынă тĕп редактор (1987-2005 çç) Николай Васильевич Васильев январь уйăхĕнче кун çути курни çинчен пурте пĕлеймеççĕ пулĕ. Çак çын вара хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки нумай ырă сăмахпа каланине тивĕç.

Николай Васильевич Кивĕ Вăрмар ялĕнче 1942 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче çуралнă, ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕвне малалла Вăрмарти вăтам шкулта ÿстернĕ. 1959 çулта шкултан вĕренсе тухнă. Ун хыççăн çар комиссариачĕ янипе Вăрмарти ДОСААФăн районти комитечĕ йĕркеленĕ шоферсен курсĕнче вĕренет, профессине алла илет. Тĕрлĕ организацисенче шоферта тăрăшать. 1965 çулхи март уйăхĕнче КПСС райкомĕнче ĕçлеме тытăнать. Унта 1968 çулхи сентябрь уйăхĕччен вăй хурать. Çав çулсенче ĕнтĕ вăл хăйĕн пĕлĕвне татах ÿстермеллине туйса илет. 1967 çулта Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет те 1970 çулта ăнăçлă вĕренсе тухать, техник-механик профессине илет. Тавра курăмне, пĕлĕвне куллен ÿстересе пынине шута илсе пултаруллă çамрăка ĕçлеме партин Вăрмар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕн помощникне илеççĕ, ун хыççăн пай заведующийĕнче тăрăшулăх кăтартать.

1971-1975 çулсенче партин Горький хулинчи Аслă шкулĕнче пĕлĕве малалла ÿстерет. Вĕренсе тухсан каллех партин Вăрмар райкомĕнче инструкторта ĕçлеме пуçлать.

1975 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа вара - вун икĕ çул районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕн заместителĕнче вăй хунă. Çав вăхăтрах ăна Вăрмар поселок тата Вăрмар район Совечĕсен депутачĕсем пулма суйланă. Нумай çултанпа Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн правленийĕн членĕ, Раççей Журналисчĕсен союзĕн районти организацийĕн председателĕ.

1987 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнчен район хаçачĕн тĕп редакторĕ. Çĕршывра рынок условийĕсем çирĕпленсе пынă тапхăрта хаçатсем пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕç пулин те, вăл ертсе пынипе коллектив ăна чăтса ирттернĕ çеç мар, вăй илсе çĕнĕ оборудованипе пуянланса пыма пултарнă. Редактор тăрăшнипе хаçат ĕçченĕсен професси ăсталăхĕ ÿссе пыни те куç умĕнчех: пичетленекен материалсем содержани енчен пуянрах та интереслĕрех, хаçатăн сăн-сăпачĕ полиграфи тĕлĕшĕнчен илемлĕрех тухма тытăннă.

1998 çулта Н.Васильева «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăлаççĕ, «Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.

Николай Васильевич тивĕçлĕ канура пулсан та хаçат ĕçĕ-хĕлĕпе паллашсах тăрать, кирлĕ сĕнÿсем парать, вăл вара пичет ĕçченĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.



01 февраля 2012
00:00
Поделиться