Тикашсем çĕрпе тухăçлă усă кураççĕ
Республикăри кашни яллă вырăнта çĕр пушă выртмалла мар, тухăçлă культура çитĕнтерсе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тăрăшмалла», - тесе палăртрĕ ЧР Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.Виноградова Тикаш ял тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май. Унта çавăн пекех райадминистрацин ял хуçалăх, экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов хутшăннă.
Палăртма кăмăллă: çак ял тăрăхĕнче çĕр ĕçĕпе тухăçлă ĕçлеççĕ. Кунта ял хуçалăхне аталантармашкăн тулли мар яваплă обществăсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем чылай йĕркеленнĕ. «Передовик» агропромышленноç комплексĕ (пуçлăхĕ В.Кандаков), «Сарабай» тулли мар яваплă общество (пуçлăхĕ А.Ульянов), «Иванов В.А.», «Сапаркин А.Г.», «Кĕтне», «Ильин В.И.», «Грачев Л.Г.», «Тихонов Н.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Çавăнпа та Тикаш ял тăрăхĕнче пушă выртакан çĕрсем çук, кунти хăш-пĕр хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кÿршĕ ялсенчи çĕрсене арендăна илеççĕ.
Тикашри информаципе культура центрĕнче те ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе çыхăннă калаçу малалла тăсăлчĕ. Кунта ял ĕçченĕсем чылай пухăннă. Наталия Николаевна республикăра ял хуçалăх отраслĕ пысăк хăвăртлăхпа аталанса пынине, выльăх-чĕрлĕх йышне ĕрчетме тин кăна йĕркеленнĕ фермер хуçалăхĕсене грант пама пăхнине палăртрĕ.
Райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин ял хуçалăх, экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов районта юлашки çулсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем çитĕнтерессипе лайăх ĕçлени, çитес вăхăтра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерессипе тăрăшса вăй хумалли пирки каларĕ.
Хăйсен опычĕпе «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин директорĕ Н.Петров паллаштарчĕ, малашлăх планĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ĕçченĕсем халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессипе тăрăшса вăй хунине, ял хуçалăх отрасльне аталантарма майлă условисем туса пама тăрăшнине палăртрĕ.
Пĕтĕмĕшле каласан тĕл пулу тухăçлă иртрĕ, ял çыннисем хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем илчĕç