Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕмĕр сакки сарлака

Пирĕн районта çуралса ÿснĕ 100 çул урлă каçнă çынсем сахалах мар, вĕсем пирки Г. Ксенофонтов кăларнă «Долгожители Чувашии» кĕнекерен тĕплĕн пĕлме пулать.

Анчах кашнинех пысăк шайри ертÿçĕсем юбилейпе килсе саламлани пулнах-ши? Çак кунсенче вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Çитмĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Ксения Егоровна Егорована 100 çулхи юбилейпе саламланă. Укçук аппа 1912 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче кун çути курнă. Ял пурнăçĕ - çĕр пурнăçĕ: çăкăр йывăç çинче ÿсменнине вăл ачаранах туйнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕннĕ, тыррине те вырнă, уттине те çулнă...

Ĕç ĕçпе те, çемье çавăрма та вăхăт çитнĕ. 21 çул тултарсан вăл Чулкас ялĕнчи Т.Семенова качча тухнă, ачисене анлă пурнăçăн çулĕ çине кăларнă. Пурнăç тăршшĕпех «Россия» совхозра ĕçленĕ, хăмлаçă пулнă, пушă вăхăтра ял çыннисем валли тумтир çĕленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçленĕ. Ăна Хисеп грамотисемпе наградăланă, темиçе хутчен те тав тунă. Укçине аппа «Ĕç ветеранĕ», «Тыл ĕçченĕ» ятсене тивĕçнĕ.

ЧР Пуçлăхне К.Егорова ывăлĕн Анатолин хваттерĕнче кĕтсе илнĕ. Унченхи пекех вăл килти чылай ĕçе хăй тăвать, общество пурнăçĕпе, çĕнĕ хыпарсемпе кăсăкланать. Вăл нумай çул пурăннин вăрттăнлăхĕ - тăванĕсене, çывăх çыннисене юратни. «Кам хăйĕн ашшĕ-амăшне хисеплет, çавна ачисем те сума сăвĕç», - çапла вĕрентет тăхăмĕсене Ксения Егоровна. Унăн - 11 мăнук, мăнукĕн 16 ачи, мăнукĕн 1 мăнукĕ.

Михаил Игнатьев 100 çул тултарнă ветерана ăшшăн саламланă, парнепе тата чечексемпе савăнтарнă, нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх суннă



08 февраля 2012
00:00
Поделиться