Пуçлăхсем ĕçне пĕтĕмлетрĕç, юрăçсем ăна юрăпа илемлетрĕç
Кивĕ Вăрмар. Ял тăрăхĕ районта пĕр ялтан кăна тăракан икĕ ял тăрăхĕнчен пĕри. Анчах çакă пĕрре те кунта пурнăçламалли ĕçсем ыттисеннипе танлаштарсан сахалтарах пулнине пĕлтермест. Вĕсене сÿтсе явма, туса ирттернĕ ĕçсемпе паллашма отчет-смотра шкулти акт залне февралĕн 2-мĕшĕнче ял халăхĕ пуçтарăнчĕ те.
Унăн ĕçне райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин, финанс, культура пайĕсен пуçлăхĕсем А.Енькова, И.Дмитриева, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Петров, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУОн директорĕ Н.Петров хутшăнчĕç.
2011 çулта туса ирттернĕ, кăçал тумалли ĕçсемпе пухăннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов паллаштарчĕ. Унăн сăмахĕнчен çакă паллă пулчĕ: - ял урамĕсене юртан тасатас, халăха шывпа тивĕçтерессине йĕркелес тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Тирпей-илем кĕртесси çине те тимлĕх уйăраççĕ - çÿп-çап пухмалли контейнерсен шутне ÿстерсех пыраççĕ, вĕсене тĕрлĕ енчен хуплассипе те ĕçлеме пуçланă. Ялти культура вучахĕ маларах ача-пăча сачĕ пулнă çуртра вырнаçнипе ял халăхĕ кăмăллах марччĕ. Çакна шута хурса иртнĕ çул «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» АУОн столовăйне илсе унта культура çурчĕ, библиотека тăвас енĕпе юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Ял тăрăхĕнче икĕ пысăк плотина, пĕрне юсас енĕпе нумай ĕçлемелле-ха.
Ял çамрăкĕсене, вăрçă участникĕсемпе вĕсен тăлăх мăшăрĕсене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен программăсем ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ тата ытти те. Чăн та, палăртма кăмăллă - ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тăрăшнипе ял сăн-сăпачĕ лайăх еннелле улшăнсах пырать. Çакна хăйĕн сăмахĕсенче райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин, район депутачĕсен Пухăвĕсен депутачĕ Г.Петров, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» АУОн директорĕ Н.Петров та палăртрĕç, ял халăхĕн ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Калаçу РФ Президенчĕн суйлавĕ тавра та пулчĕ. Тухса калаçакансем «пуш параппан» çапакана мар, ырă ĕçпе палăрнă çынна çак яваплă должнăçа суйлама чĕнсе каларĕç. Юлашки çулсенче вара çĕршывра лайăх еннелле улшăнусем пулнине пурте куратпăр.
Çакăн пек мероприятие ахальтен мар ăна отчет-смотр теççĕ, йăлана кĕнĕ йĕркепе, ял халăхне юрă-ташăпа пултарулăх коллективĕсем савăнтараççĕ. Кăçал сцена çинче «Мерчен» фольклор ушкăнĕ, ялти вăтам шкулта вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе пухăннисене кĕвĕ-юрăпа тыткăнларĕç.
В.ТОЛМАТОВ.
Чулкас. Информаципе культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕн отчет-смотрĕ туллин те пуян жанрпа иртрĕ. Концерт программи хор ушкăнĕ юрлакан «В земле наши корни» юрăпа уçăлчĕ. И.Игнатьев баянист чуна тивмелле каланипе çак юрă кашнин чĕрине кĕрсе юлчĕ. Çавăн пекех «Çăлкуç», «Алла-аллăн тытăнса», «Мăшăр çăлтăр» тата ытти юрăсене хĕрарăмсен ушкăнĕ çепĕççĕн те янăравлăн шăрантарчĕ. Çемье ансамблĕсене хутшăнтарассипе те активлă ĕçлеççĕ культура ĕçченĕсем, хăйсем те тĕслĕх кăтартаççĕ. Акă Игнатьевсен çемйинех илер. Альбинăпа Иван Игнатьевсем иккĕшĕ те асăннă культура çуртĕнче тăрăшса вăй хураççĕ. Пĕри - культура çурчĕн директорĕ, тепри - художествăлла пултарулăх ертÿçи. Вĕсен ывăлĕ Андрей Игнатьев та ăста баянист. Çавăн пекех кинĕ те асăннă культура учрежденийĕнчех вăй хурать. Концертра та вĕсем çемйипех «Пурнăç урапи» юрă шăрантарса куракансене тыткăнларĕç. Çемьесемпе пĕрле юрласси те йăлана кĕнĕ темелле. Игнатьевсен тата Максимовсен çемйисем ку хутĕнче «Мĕншĕн эсĕ хĕвел мар» юрă шăрантарчĕç. Коллектива çамрăксене ытларах явăçтарассипе те чылай ĕçсем туса ирттереççĕ кунта вăй хуракансем. Вĕсенчен пĕри В.Александров, мĕн пĕчĕкрен сцена çинче юрласа ÿснĕскер, хальхинче хăйĕн шăллĕне те пĕрле юрлама илсе тухрĕ. И.Андреевапа А.Игнатьева лартнă сценкăсем куракансене пур кăмăлтан савăнтарчĕç. Культура çурчĕ çумĕнчи ташă ушкăнĕн (ертсе пыракансем: К.Максимова, Н.Павлова) ташшисем чылайăшне тыткăнларĕç. Концерта Т.Павловапа А.Петров çÿллĕ шайра ертсе пычĕç. Залра ларакансем пултаруллă артистсене чылайччен тăвăллăн алă çупрĕç, малашне те çакăн пек мероприятисем ирттерме каларĕç