Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Раштав уявĕн кучченеçĕсем

Нумаях пулмасть Мăнçырмари Тихвински Турă Амăшĕн Турăшĕн ячĕпе хисепленекен вырсарни шкул ертÿçи Наталья (Наталья Петровна Ермолаева) матушка кунти чиркĕвĕн настоятелĕпе, протоирей Леонид аттепе пĕрле вырсарни шкул ачисемпе Аслă Чакри «Çемьене тата ачасене пулăшу паракан центрта» Иисус Христос çуралнине халалланă мухтав юррисенчен хатĕрленĕ художествăлла пултарулăх тĕл пулăвĕ ирттерчĕç.

29 ача çÿрет Мăнçырмари вырсарни шкулне: Вăрмар поселокĕнчен тата Мăнçырмаран. Художество пултарулăх ертÿçи Татьяна Германовна тĕрлĕ ÿсĕмри хĕрачасемпе арçын ачасене хитре юрлама вĕрентнине куракансем яланах пысăк хак параççĕ. Аслă Чакри пулăшу центрĕнчи ачасем те ăшшăн кĕтсе илчĕç çамрăк хăнасене.

Центр ертÿçи В.Николаева кĕскен хăйсен пурнăçĕпе паллаштарнă май кунта Тăвай тата Вăрмар районĕсенчи тĕрлĕ ялсенчен пуçтарăннă нумай ачаллă тата хальхи вăхăтра укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен йывăрлăх тÿсекен çемьесенчи ачасем çинчен каласа пачĕ. 20 çын ĕçлет иккен ку вĕрентÿпе воспитани çуртĕнче. Уйрăм заведующийĕ Н.Хисамова пур ĕçлекен çинчен те ырăпа кăна асăнать: «Килте çемье ăшшине курман хăш-пĕр ачасемшĕн центрти О.Петрова, О.Федорова социаллă ĕçченсем, Ю.Степанова воспитатель те çывăх тăван пекех туйăнаççĕ».

Мăнçырма чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте те çамрăк ăру пирĕн çĕршывăн малашлăхĕпе пуласлăхĕ, терĕ. Çавăнпа çамрăк ачасене пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илсе çителĕклĕ пĕлÿ пухса харпăр хăйне килĕшекен профессие алла илсе çĕршыва, çемьене юрăхлă çынсем пулма ырă сунчĕ.

Леонид аттепе Наталья матушка çамрăксен те, ватăсен те чун тасалăхне, ĕненĕвне чĕртсе тăрассишĕн тăрăшсах ĕнтĕ шкул ачисемпе çав кунах Арапуçĕнчи ваттисен çуртне те çитсе курчĕç. - Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнче ваттисен çурчĕ ĕçлеме пуçлани 20 çул тулать, - тет центр пуçлăхĕ Л.Софронова. Хамăр районти 30 ватă çын пурăнать кунта паянхи кун: 22 хĕрарăм тата 8 арçын. - Ахаль лармаççĕ вĕсем, - тет калаçăва тăснă май Людмила Александровна - хĕлле ал ĕç тăваççĕ, çăм арласа нуски-чăлха çыхаççĕ. Ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлеççĕ, хăйсемех балалайка çинче те выляççĕ, чăваш халăх юррисене те юрлаççĕ. Паян та пур ватă та мухтав юррисене юрласан ачасемпе çитĕннисене - С.Васильевана, А.Ефимована, Наталья матушкана - алă çупса хавхалантарчĕç.

- Аслă Раштав уявĕнче мĕн ĕмĕртен тăван-пĕлĕшсем пĕр-пĕрин патне хăнана кучченеçсемпе çÿренĕ, пурин пурнăçĕ те тату та савăк пултăр тесе ăшă кăмăлпа калаçса пĕр туслăн пурăнассишĕн тĕл пулса савăнма пĕлнĕ, - терĕ Наталья матушка ачасемпе ватăсене. Сăмаххисене çирĕплетсе вара Аслă Чак центрĕнче ачасене те, Арапуçĕнчи ватăсене те кашнине Раштав уявĕн кучченеçне - улма-çырла, конфет-пĕремек, тортсем парнелерĕç. Çак пархатарлă ĕçре районти ытти православи тĕнне ĕненекенсем те хутшăнма тăрăшрĕç. Вырсарни шкул ачисемпе пĕрле Вăрмар поселокĕнче пурăнакан В.Гаврилова ĕç ветеранĕ салам сăмахĕсемпе пĕрле хăй пĕçернĕ пĕчĕк кукăльсем, конфет-печени валеçрĕ, малашнехи пурнăçра çамрăксене пысăк çитĕнÿсем, ватăсене савăк пурнăç сунчĕ.

Районти предпринимательсем вара чăн-чăн меценатсемех пулса кайрĕç теме те юрать. Çĕнĕ çулхи Хĕл Мучи парнисенчи пылак çимĕçсене, Раштав уявĕнчи кучченеçсене Мăнçырмари вырсарни шкулпа тачă çыхăнса ĕçлесе спонсорла пулăшу турĕç. Çак пултаруллă ĕçченсемех 2 çул хушши ĕнтĕ районта иртекен «Пасхальная радость» фестивале ирттерме те пулăшаççĕ. Мăнçырмари Тихвински Турă Амăшĕн Турăшĕн чиркÿ пурнăçĕнче районти ытти ялсенчи çынсен те активлă хутшăнаççĕ. Таса чĕрепе парнеленĕ пулăшу ĕненекенсене малашнехи пурнăçра вăй, хăват, ăнăçу парса тăрать. Чиркÿ туса ирттерекен ĕçсем, православи уявĕсем халăха пĕрлĕхе вĕрентеççĕ, аслă тĕнче вăйне шанма хăнăхтараççĕ



08 февраля 2012
00:00
Поделиться