Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шупашкарти авточупури ентешсен çитĕнĕвĕ

Нумаях пулмасть Шупашкар хули хĕрринче «Чăвашри автомашинăсен федерацийĕ» («Чувашская автомобильная Федерация») Чăваш Республикинчи обществăлла организаци пуçарăвĕпе çултан-çул иртекен «Раштаври авточупу» («Рождественские автогонки») йĕркелесе ирттерчĕç.

Ăмăрту зачет класлă пилĕк дисциплинăпа пулса иртрĕ. Авточупура Энĕшпуç çамрăкĕсем те активлă хутшăнса лайăх енчен палăрма пултарчĕç. «Тулли привод-стандарт» класлă автомашинăсен ăмăртăвĕнче Вăрмар райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ Д.Иванов «Нива» автомашинăпа иккĕмĕш, «Тулли привод-спорт» класлă автомашинăсен ăмăртăвĕнче Ю.Иванов предприниматель, пирĕн ентеш, (Шупашкарта пурăнать) «Нива» автомашинăпа пĕрремĕш, «Монопривод-стандарт» класлă машинăсен ăмăртăвĕнче Вăрмарти 39-мĕш пушар чаçĕн Энĕшпуçĕнчи пушар хуралĕн отделени командирĕ П.Прокопьев «Опель» автомашинăпа виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç.

Çитес вăхăтра Энĕшпуç ялĕнче республика шайĕнче çултан-çул иртекен авточупура та пирĕн ентешсем лайăх результатсем кăтартасса шанас килет



08 февраля 2012
00:00
Поделиться