Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Туйĕ - «кĕмĕл», ĕçĕ - «ылтăн»

Çак кунсенче районта ĕçпе вăрçă ветеранĕсен организацине туса хунăранпа 25 çул çитет.

1987-мĕш çулхи январь уйăхĕнче район центрĕнче тата пур ял Совечĕнче пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕсен пухăвĕсем пулса иртнĕ. Çав пухусене район представителĕсем хутшăннă. Пухусенче ветерансен вырăнти совечĕсенчен, вĕсен председателĕсенчен ветерансен районти конференцине кайма делегатсем суйланă.

Февралĕн 11-мĕшĕнче райком партин залĕнче районти ветерансен пĕрремĕш конференцийĕ пулса иртнĕ. Унта 104 делегат хутшăннă. Конференци 51 çынран тăракан районти ветерансен советне суйланă, республикăри конференцине кайма делегатсене палăртнă.

Конференци пысăк активлăхпа иртнĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти совечĕн председателĕ пулма В.Андреева суйланă. 9 çынран советăн президиумне туса хунă. Унта А.Смирнов, Г.Тимошенко, Т.Мидаков, Н.Муллин, Е.Сергеев, А.Чернов (Арапуç), Л.Эверсков, райсовет ĕçтăвкомĕнчен социаллă пулăшу пайĕн заведующийĕ Р.Васильева, райкомран П.Савинов кĕнĕ.

Ветерансен районти иккĕмĕш конференцийĕ 1989 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче,виççĕмĕш конференцийĕ 1991 çулхи августăн 4-мĕшĕнче иртнĕ. Çав кунран ветерансен районти совечĕн председателĕ пулса Е.Сергеев ĕçлеме пуçланă. Сакăр çул хушши ертсе пынă вăл организацие. Унтан пĕр вăхăт ку ĕçре Н.Михайлов, вара 10 çул хушши Л.Кугушев ĕçленĕ. Халĕ, ку сăваплă та яваплă ĕçе Л.Голубева ертсе пырать. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче районти тата вырăнти ветерансен совечĕсенче çĕршер çын активлă ĕçленĕ, ĕçлеççĕ те. Нумай ыйтусене татса пама пулăшаççĕ.

Ырă сăмахĕ те ĕçне кура, çавăнпа та район хаçачĕн редакцийĕ районти ветерансен юхăмĕн паллă кунĕ ячĕпе ырлăх-сывлăх, телей сунать, ваттисемшĕн тăрăшакан ĕçре ăнăçу пултăр. «Ватă çын - тăватă çын» текен каларăш питĕ пĕлтерĕшлĕ, çакна кашни çамрăкăн ăша хывасчĕ. Ветерансен район хаçачĕпе тытакан çыхăнăвĕ кунран-кун вăй илсе пытăр.

Обществăри ăнланулăхпа килĕшÿлĕх пĕрле пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕрен килет. Ватлăх килмест тесе калама кирлĕ мар - вăл пурин хыççăнах утать. Çакна манас марччĕ.

Ал çырăвне ветерансен районти совечĕн пĕрремĕш председателĕ, «Пĕтĕм Союзри (СССР) ветерансен Совечĕн Хисеп грамотине (1989 ç.) тивĕçнĕ, республикăри ветерансен Совечĕн Хисеп, районти Хисеп тата Ĕç Мухтавĕн кĕнекисене кĕртнĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ В.Андреев хатĕрленĕ



08 февраля 2012
00:00
Поделиться