Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ун ячĕ ĕмĕрлĕхе юлнă

Кăçалхи февралĕн 9-мĕшĕнче паллă ентеш, Георгий хĕресĕн 3 хут кавалерĕ, Хĕрлĕ Çарăн 25-мĕш дивизийĕн начальникĕ Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 125 çул çитет.

Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи Будайка ялĕнче кун çути курнă çар пуçлăхĕ çинчен Раççейĕпех пĕлеççĕ: сахалăшĕ кĕнекесем, ытларахăшĕ «Чапаев» кинофильм урлă. Ахальтен-и; Çук, ун ячĕ ĕмĕрсене юлнă. Сахал вăхăт хушши пурăннă çар пуçĕ хăйĕн хăюлăхĕпе, ăсталăхĕпе, тÿрĕлĕхĕпе палăрса тăнă, çапăçу хирĕнче çитĕнÿсем тунă. Ентеш ятне чăваш халăхĕ манмасть, халĕ Шупашкарта унăн ячĕллĕ сквер, палăк, музей пур. Юлашки çинчен вара кăштах чарăнса тăрас килет, мĕншĕн тесен музейăн урам стени çинчи тĕп хулара пулнă кашни çын курнă тимĕртен шаккаса тунă ÿкерчĕкĕн (чеканкăн) авторĕсенчен пĕри Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ Петр Германович Егоров та пулнă. Ачаранах ÿкерме, тĕрлĕ япала ăсталама юратнăскер ялти 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан 1963 çулта Шупашкарти ÿнер училищине вĕренме кĕрет. 1968 çулччен художествăпа декораци уйрăмĕнче ăсталăхне туптать. Вăл РСФСРти Художество фончĕн Шупашкарти уйрăмĕнче ĕçленĕ чухне Чапаев музейне тума пуçлаççĕ те. Тĕрлĕ эрешсем ăсталама вăхăт çитсен Шупашкар хулин тĕп художникĕ А.Иванов, вăл шăп та лăп Петр Германовича вĕрентнĕ пулнă, хăйĕн вĕренекенне çак енĕпе ĕçлекен ушкăна чĕнет. Темиçе уйăха тăсăлнă ĕçре витраж, чеканка ĕçĕсем пурнăçлать ентеш. 1974-мĕшĕнче, музей уçăлсан, тĕрлĕ вырăнта вăй хурать, картинăсен куравĕсем йĕркелет. Анчах чи асра юлни - музейра ĕçленĕ вăхăтсем тесе шутлать



08 февраля 2012
00:00
Поделиться