Энтриялĕнчи «Кулибинсем»
Пирĕн ялта тĕрлĕ çĕнĕ, халиччен пулман япаласем шухăшласа, туса кăларакан ăста «Кулибинсем» пулман. Пулнă-ха хăйсен ĕç вырăнĕнче, ĕçне юратса тăрăшса ĕçленĕ ăстаçăсем. Н.Федоров ăста повар шутланнă. Ăна Шăхран станцийĕнче (халĕ Канаш хули) пурăнакансем аван пĕлнĕ. А.Артемьев Саратов хулинче çăкăр пĕçерекен ăста шутланнă. Хамăр ялăн ватă çыннисем Саратов хулинче пулсан, вăл пĕçернĕ çăкăра ларекра илсе çинине пĕрре çеç илтмен. Унтанпа мухтаса каланине илтни 60-70 çул та иртнĕ. Карп Иванович ялта катка-пичке тăвакан ăстаçă пулнă, кĕслепе аван выляни пирки те калаçатчĕç. Пулнă-ха ялта çĕнĕлле шухăшлакансем. Кайка Çемен ывăлне, Хветĕре пĕр шухăш канăç паман: «Мĕншĕн-ха кайăксем тÿпере вĕçеççĕ, çĕр çинче çÿреççĕ, утаççĕ, çынсем çĕр çинче çÿреççĕ - вĕçме пултараймаççĕ;» Çынсене çунат туса парсан, кайăксем пек вĕçме пултараймĕç-ши тесе пуçне ватнă. Çав шутпах хăйне майлă меслете, шухăшне тĕрĕслесе пăхма шутланă. Хĕветĕр çăка хăмисенчен саваласа якатса кайăксене майлă çуна тăвать. Ăна туса хатĕрлесен, икĕ алли çумне çирĕплетсе çĕр çинче хыттăн чупса çунатсемпе авăсса вĕçме хăтланнă. Тăрăшни кăлăхах пулнă. Хĕветĕр çĕр çумĕнчен пĕр сантиметртан хăпарман, çăкаран тунă çунатсемпе авăсма çăмăл пулман. Çуната татах çăмăлрах тумалла тесе шутласа, çăка хуппинчен çунат тăвать. Ăна çÿллĕ вырăнта тĕрĕслесе пăхма шутлать, çĕрĕн туртăм вăйĕ вĕçме памасть тесе шутлать. Çавăнпа та кĕлет тăррине хăпарать. Хуп çуната аллисем çумне хытă çыхса лартать. Çунатсемпе хăвăрт авăсса та, кайăк пек сывлăша вĕçсе хăпараймасть, çĕре персе анать. Аллине амантать, ура шăмми хуçăлать. Юрать, кÿршĕ ялта шăмă вырăнтан сиксен, хуçăлсан йĕркелесе лартакан кинеми-карчăк ăстаçă пурăннă. Вăл пулăшнипе Хветĕрĕн хуçăлнă ура шăммине йĕркеллĕ вырăна лартса хуп çунатпа хытă çыхса лартнă. Ăстаçă кинемине Татьяна аппа тесе каланине астăватăп (те тĕрĕсех астăватăп, иккеленетĕп). Хветĕр çумне кайран хушма ят-хуп çунат çыпçăннă. Пурăна киле Хветĕр çынна кайăксем пек вĕçме урăхла çунат кирлине ăнланнă, вăл вăхăтра тÿпере аэроплансем вĕçме тытăннă. Федор Семенович арăмĕпе, Анастасия Лаврентьевнапа, тăватă ывăлпа икĕ хĕре кун çути панă. Ачасене йĕркеллех пăхса ÿстернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма вĕрентме тăрăшнă. Унăн ачисенчен инженер, вĕрентекен специальноçне алла илсе ĕçлекенсемпе пулнă, пĕр хĕрĕ шут ĕçне килĕштернĕ. Вăл ĕçпе вăй хурса тăрăшса ĕçлесе тиĕçлĕ канăва тухнă, икĕ ывăлĕ Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пынă Аслă вăрçа хутшăнса тăван яла çĕнтерÿçĕ пулса таврăннă. Тахçанах кунти тĕнчерен уйрăлнă. Федор Семенович мăнукĕсене утьăкка туса сиктерсе кураймасăрах çутă тĕнчерен уйрăлнă.
Хальхи вăхăтра Энтриялĕнче пĕр «Кулибин» пурăнать-ха, Ю.Трифонов хăйĕн кивĕ çăмăл автомашининчен трактор ăсталанă. Унпа суха тăвать, çĕр улми лартать. Йăран хушшисене кăпкалатать. Кĕркунне вара çĕр улми те кăларать. Хăй ăсталанă тракторпа кÿршĕсене те хаваспах пулăшать. Трактор çумне çакса çĕр ĕçне пурнăçламалли хатĕрсене Юркка хăйĕх ăсталанă, вăл ăста слесарь те, электросварщик çумне электрик те. Хăйне кирлĕ ĕç хатĕрĕсене хăй аллипе ăсталать. Юрий Васильевич инженер-строитель пулса тивĕçлĕ канăва тухнă, çичĕ теçеткене хăвалать. Тăван çĕршыв умĕнчи арçын тивĕçне Чапаев ячĕллĕ 25-мĕш çар дивизийĕнче пурнăçланă.
Çемйипе Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ. Çуллахи вăхăтра тăван ялта ашшĕ-амăшĕн кил-çурт вырăнĕ çумĕнчи çĕр лаптăкĕ çинче пахча çимĕç туса илет, çĕре усăсăр вырттармасть. Пултаруллă çын пултаруллах çав