Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Патшалăх çамрăк тухтăрсене хавхалантарать

ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви ялта ĕçлесе пурăнма кăмăл тăвакан тухтăрсенчен 62 заявлени йышăннă. Вĕсенчен 23-шĕ иртнĕ çул республикăри тĕрлĕ яла вырнаçнă. Çавăн пекех Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, халĕ республика тулашĕнче пурăнакан, сывлăх сыхлавĕн пайăр секторĕнче вăй хуракан çамрăк врачсенчен те заявкăсем пур.

«Земство врачĕ» программăна хутшăнакансем миллион тенке тивĕçĕç. Патшалăх пулăшăвне илекенсен ял больницинче пилĕк çултан кая мар ĕçлемелле. Вĕсем 35 çула çитмен çынсем пулмалла. Специалистсем укçа-тенкĕпе пурăнмалли çурт-йĕр тата кулленхи пурнăçри ыйтусене татса пама пултарĕç.

Асăннă программăпа килĕшÿллĕн районти тĕп больницăра нумаях пулмасть пĕтĕмĕшле практика врачĕ Владислав Олегович Иванов ĕçлеме тытăнчĕ. Вăл 1985 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти тĕп тата Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсене ăнăçлă вĕренсе пĕтерсен пултаруллă çамрăк тÿрремĕнех Санкт-Петербургри çарпа медицина академине вĕренме кĕрет. 7 çул вăл унта пĕлÿ илет. Алла диплом илсен Йошкар-Олари Тинĕс çарĕсен арсеналĕнче медицина службин начальникĕ пулса ĕçлет. Анчах та тăван ен ăна хăй патнех илĕртет. Вăл Шупашкар хулине куçса килет, пĕр вăхăт больница комплексĕнче тăрăшать. Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнчен Владислав Олегович районти тĕп больницăн поликлиникинче пĕтĕмĕшле практика врачĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыма тăрăшать В.Иванов врач. Вăл поселокра, Çĕнĕ Кавал ял тăрăхĕнче пурăнакансен сывлăхне тимлет.

Пирĕн района çамрăк та пултаруллă медицина ĕçченĕсем килни чăннипех те пысăк савăнăç темелле. Акă кÿршĕллĕ Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕнче çуралса ÿснĕ Ирина Валерьевна Никифорова Вăрмар тăрăхне кăмăлланă, кунта пĕтĕмĕшле практика врачĕ пулса ĕçлет. Хастар та маттур хĕр-пике И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренсе пĕтерсен Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ хула больницинче вăй хурать. «Земство врачĕ» программăна вăл та хутшăнма кăмăлланă. Хăй те ялта çуралса ÿснĕскер, пĕрре те кунти йывăрлăхсенчен хăрамасть вăл. Хальхи вăхăтра Чупай, Патти, Вăтакас, Пинер ялĕсенче пурăнакансен сывлăхĕсене тимлет. Çамрăксенче - пуласлăх. Эппин çакăн пек пултаруллă, йывăрлăхсенчен хăраман медицинăн çамрăк ĕçченĕсем халăх сывлăхне ытларах тимлĕх уйăрасса шанатпăр



13 февраля 2012
00:00
Поделиться