Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шкул яланах асра

Кашни çул йăлана кĕнĕ йĕркепе февралĕн пуçламăш числинче тăван шкулпа сыв пулашнă çамрăксем тепĕр хут шкула пуçтарăнаççĕ. Акă кăçал та шкул вĕренсе пĕтернĕренпе 25, 20, 15, 10 тата 5 çул çитнĕ çамрăксем Кивĕ Вăрмар шкулне пуçтарăнчĕç. Пĕр-пĕринпе курса калаçмалли, шкул пурнăçне аса илмелли самантсем кашнинех нумай пуçтарăннă. Шкула пухăннисене шкул директорĕ С.Антонов саламлă сăмах каласа ăшшăн кĕтсе илчĕ. Паянхи шкул ачисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, кăçалхи Олимпиада çĕнтерÿçисене палăртрĕ. Шкул вĕренсе пĕтернисем хăйсен шкул пурнăçĕпе мĕн 1-мĕш класран пуçласа 11-мĕш класа çитичченхи самантсемпе мультимедиа куравĕ урлă паллашни те тепĕр хут ачалăха аса илтерчĕ. Çак уява çамрăксем пуш алăпа килмен. Хăйсене вĕрентнĕ учительсене саламласа чылай ăшă сăмахсем каларĕç, асăнмалăх тĕрлĕ парнесем те илсе килнĕ вĕсем. Чĕререн тухакан сăмахсем калани, уйрăмах вĕрентекенсене халалласа çырнă сăвăсем вулани пурне те тыткăнларĕ.

Шкулта вĕренекен ачасем ятарласа хăнасем валли пысăк концерт хатĕрленĕ. Концертра тĕрлĕ юрă-ташă, КВН сценкисем пурне те питĕ килĕшрĕç. Юлашкинчен тĕл пулăва пуçтарăннă çамрăксем кашни хăйсен вĕреннĕ класĕсене кайрĕç. Кунта тутлă кукăльпе, вĕри чейпе хăналаннăçемĕн аса илÿсен çăмхи малалла сÿтĕлчĕ



16 февраля 2012
00:00
Поделиться