10 çул хушшинчи цифрăсем
Агропромышленноç комплексне пулăшу кÿме 2000-2011 çулсенче федераллă тата республика бюджечĕсенчен 12,4 миллиард тенкĕ уйăрнă.
Республика бюджетĕнче 2011 çулта ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене памалли патшалăх пулăшăвĕсене пурне те упраса хăварнă. Пурĕ вĕсене иртнĕ çулта 1,98 миллиард тенкĕ ытла куçарса панă. Çакна та палăртса хăвармалла, 2000 çулран пуçласа 2011 çулччен бюджет укçи-тенкин калăпăшĕ 11,7 хут ÿснĕ. 2010 çулхи типĕ çанталăка пула панă патшалăх пулăшăвĕ те çав тери пĕлтерĕшлĕ. Субсидисене шута илмесĕр хуçалăхсен тăкакĕ 1278 миллион тенкĕпе танлашнă пулĕччĕ, капла вара 183,5 миллион тенкĕлĕх тупăш илнĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсенчен 85,6 проценчĕ кăçал та укçа-тĕлĕшĕнчен палăрмалла пулăшусем илĕ. Çак укçа-тенкĕне каллех федераллă тата республика бюджечĕсенчен уйăраççĕ.
2010 çулта çут çанталăк пăтăрмахĕсене пула патшалăх пулăшăвĕн калăпăшне палăрмаллах ÿстернĕ (типĕ çанталăкпа çыхăннă тăкаксене саплаштарма 705,6 миллион тенкĕ хушма укçа уйăрнă). Юлашки çулсенче пирĕн районта та ял хуçалăхĕнче пысăк çитĕнÿсем пулса иртрĕç. Акă 2011 çулта «Г.Н.Ямуков» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пĕр гектар çинчен 40 центнер тĕш тырă туса илнĕ, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУОра тухăçлăх 36,2 центнерпа, «Ю.Б.Федоров» хуçалăхĕнче 30 центнерпа танлашнă. Çавăн пекех «иккĕмĕш çăкăра» туса илессипе те кăтартутсем пысăк пулнă. 1 гектар çинче вăтамран 184 центнер çитĕнтерсе 64,5 пин тонна çĕр улми пухса илнĕ. Пур категориллĕ хуçалăхсенче 22,3 гектар çинче 373 центнер хăмла пуçтарнă. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти пур категориллĕ хуçалăхсенче кайăк-кĕшĕк шучĕ 117874 пин пуçпа танлашнă. Мăйракаллă-шултра выльăх йышĕ 2010 çултанпа 147 пуç ÿснĕ, 8710 пуçпа танлашнă. Пур категориллĕ хуçалăхсенче сысна йышĕ 2010 çулхипе танлаштарсан 596 пуç ытларах. Район çыннисем 2011 çулта - 704 хуçалăх - 132 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ