Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕрпе тĕрĕс усă курманшăн та штрафлаççĕ

Çĕр – патшалăхăн тата халăхăн пуянлăхĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем вара уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕр çинчен калакан саккунра вĕсене ăпăр-тапăрпа вараласран, çыннăн ĕçĕ-хĕлĕ хыççăн юлакан çÿп-çапран уйрăмах сыхламаллине каланă.

Пĕтĕмĕшле Вăрмар районĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем 48,6 пин гектар, 2011 çулхи январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне вĕсенчен 635 гектарне пĕлтерĕшлĕ усă курман, пĕлтĕрхи çул 573 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Пирĕн республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тухăçлă усă курассине Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕ тĕрĕслесе тăрать.

Вăрмар районĕнче 2011 çулта Управлени специалисчĕсем пурĕ 12, район прокуратурин ĕçченĕсемпе пĕрле 6 надзор мероприятийĕ ирттернĕ. Пĕтĕмĕшле ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 15,9 пин гектар çĕре тĕрĕсленĕ.

Уйрăмах пĕлтерĕшне кура усă курман, кирлĕ мар ăпăр-тапăрпа вараланă çĕр лаптăкĕсене тĕрĕслесси çине тимлĕх уйăрнă.

Районта планпа пăхнă тĕрĕслевсенче кăна 24 çÿп-çап вырăнĕ асăрханă. Акма-лартма юрăхлă çĕр лаптăкĕсенчех çум курăк, тĕмсем алхаснă вырăнсем те сахал мар тупса палăртнă - 0,30 гектар.

Тăпрара сиенлĕ япаласем пуррине палăртмашкăн специалистсем 110,5 гектартан 70 проба илнĕ. Тĕпчевсен кăтартăвĕсем тĕрĕсленĕ лаптăксенчи тăпрара сиенлĕ хутăшсем нормăран пысăкрах пулнине çирĕплетмен.

Вăрмар районĕнче çÿп-çап куписен шучĕ çав тери нумай темелле мар. Çапах та ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пысăк сиен кÿриччен вĕсенчен хăтăлса пĕтерме мехел çитерессе шанас килет.

2011 çулта çÿп-çапа ятарлă вырăна илсе тухассине тивĕçлĕ шайра йĕркелеменшĕн Чулкас, Кивĕ Вăрмар, Кĕтеснер, Пинер ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене РФ административлă право йĕркине пăсассине асăрхаттарассин кодексĕн 8.6 статйин 2 пайĕпе айăпланă.

Çакна та палăртмалла, «Березка» ача сачĕн пĕрлĕхĕн çĕрĕсене пăхса çаврăннă май пĕтĕмĕшле 0,10 гектар лаптăклă 3 çĕр участокне Вăрмар поселокĕнче пурăнакансем харпăрлăха илнĕ. Çак лаптăксем çинче çум курăк, тĕмсем алхаснине кăна мар, йывăçсем ÿсме пуçланине курнă. Лаптăк хуçисене тăпрана лайăхлатасси, хÿтĕлесси тата сыхласси çинчен калакан йĕркесене пурнăçламаншăн РФ административлă право йĕркин кодексĕпе килĕшÿллĕн 1000 тенкĕлĕх штрафланă.

Çакна аса илтерни пăсмĕ: РФ Çĕр кодексĕн статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн çĕр лаптăкĕсен хуçисен, арендаторĕсен, çавăн пекех унпа усă куракансен тăпра пулăхне упрас тата тĕрлĕ çум курăк алхасасран хÿтĕленме кирлĕ мероприятисем пурнăçламалла.



20 февраля 2012
00:00
Поделиться