Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хуçалăх ÿсĕмĕ çынсемпе ĕçлеме пĕлнĕрен килет

Вăрмар районĕ кăçал юбилейсемпе пуян. Киввăрмарсемшĕн çак çул питĕ пĕлтерĕшлĕ - РСФСР Министерствин 1967 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе «Ленинский» совхозран икĕ уйрăма уйăрса «Урмарский» совхоз туса ăратлă кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен «Урмарский» совхоз йĕркеленĕ. Вăрмар район пуçлăхĕн 1993 çулхи январĕн 27 йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики ята илнĕ.

Хуçалăх историйĕ малалла тăсăлнă, ячĕсем улшăннă, хуçалăхăн лайăх продукци туса кăларасси, ĕçченĕсене ĕç укçи вăхăтра парасси чи малти вырăнсенчен пĕри пулнă.

Хроникăран

1995 çултан хуçалăха Горький чукун çулĕн Хусанти уйрăмĕн «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» ят панă. Малалла - ытларах. 2008 çулта «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» ятне тепĕр хут улăштарать.

Паянхи кун, 2009 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнчен, вăл «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен предприяти» АУО.

Сăмаххисемпе ячĕсем вăрăм пулчĕç пулĕ, анчах хуçалăх ĕçĕ унăн пуçлăхĕнчен, коллектива ăнăçлă ертсе пынинчен килет. Çулталăк уявсемпе пуян тесе çыртăмăр пулсан, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче нумай çул хушши ĕçленĕ, халĕ те сахал мар вăхăт хушши ертсе пыракан Николай Петрович Петров пирки.

Ĕлĕк биографие çапла çыратчĕç: çуралнă, шкул пĕтернĕ, ĕçленĕ... Николай Петрович пирки вара ытларах калас килет, мĕншĕн тесен вăл Кивĕ Вăрмарти чи сумлă çынсенчен пĕри. «Çĕр ĕçĕпе пиçĕхнĕ çын пурнăçа тытать», - тенĕ авалтанах. Ку шăп та лăп Николай Петрович пирки.

Биографирен

Ĕçе пĕлекен, ĕçе хаклакан çемьере 1957 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче кун çути курнă. Ялти шкула, 1972-1974 çулсенче, Вăрмарти иккĕмĕш номерлĕ вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ. Кивĕ Вăрмар ялĕ пысăк пулсан та тĕнче курас, паллă çынсемпе паллашас, килти хуçалăха çĕнни илсе килес тени ăна Хусанти Н.Бауман ячĕллĕ ветеринари институтне илсе çитернĕ. 1979 çултан вунă çула яхăн Вăрмарти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцире аслă ветврач эпизоотологра ĕçленĕ.

1996 çулта Мускаври социаллă университетăн юридици факультетне вĕренсе пĕтернĕ.

Тăван ял хăйĕн патнех туртать. 1998 çулхи октябрьте «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче аслă ветеринари врачĕн ĕçне пурнăçлама тытăнать. 2002 çултанпа - хуçалăх ертÿçи. Çак çулсем хушшинче хуçалăх ячĕ мĕн тĕрлĕ улшăннине палăртрăмăр, анчах, руководителĕн мĕн чухлĕ вăй хумаллине пурте пĕлеймеççĕ пулĕ те - хуçалăх çитĕнĕвĕ унăн ертÿçинче.

Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин (2004 ç.) грамотине тивĕçнĕ. Тепĕр çул вара Николай Петровича Чăваш Республикин Президенчĕн 2005 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчи Указĕпе «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», 2009 çулта «РФ Агропромышленность комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ятсене панă. Н.Петров, Раççейри ял хуçалăх куравĕсене пĕрре кăна мар хутшăннă. 1999 çулта Мускаври ВВЦра курăмлă çитĕнÿсем кăтартнăшăн кăкăр çине çакмалли паллăна илнĕ. Пĕтĕм наградăсен ятне хаçат страници çинче çырса пĕтересси те çук. Пĕр сăмах - хисеплĕ çын вăл, ялта та районта та, республикăра та. Ĕçе йĕркелесе пынăран çитĕнÿсем пысăк. Усă куракан çĕр лаптăкĕсĕн калăпăшĕ 2970 гектарпа танлашать. 2011 çулта ĕçлекенсен йышĕ - 180 çын, ку ун умĕнхи çулпа танлаштарсан 5 çын ытла. Ку пĕлтерĕшлĕ. Йышлă коллектив ÿсĕмĕ курăмлă - 2011 çулта чăхсен йышĕ 94,9, хурсен 12,4, кăрккасен 6,5 пине çитнĕ.

Хуçалăх кайăк-кĕшĕк продукцине туса илес енĕпе çеç ĕçлет тени тĕрĕс мар. Мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетесси, вĕсем валли утă, силос тата, паллах, витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлесси ÿссе пырать. Хуçа мĕнле пулнăран ÿсĕм мĕнле пулни пирки эпир мар, ваттисем каланă. Николай Петрович çĕршер çулсем хушшинче çирĕпленнĕ чăнлăха хăйĕн ĕçĕпе çирĕплетсе парать.



20 февраля 2012
00:00
Поделиться