Çитĕнÿсем тума ыттисене хăйĕн пултарулăхĕпе хавхалантарнă
Ырă кăмăллă та сăпайлă, спорта чунтан парăннă пулнă çывăх юлташ Алексей Федорович Федоров пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнăранпа ыран 60 çул çитет. Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне вăл 27 çул директор пулса ăнăçлă ертсе пычĕ. Вăхăт темĕн чухлĕ иртсен те спортсменсем ырăпа кăна аса илеççĕ ăна. Уйрăмах велосипедистсем. Кама унпа ĕçлеме тÿр килнĕ - ăна пурте принциплăхшăн, тÿрĕ кăмăллăхшăн, йĕркелĕхшĕн, шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, çынсемпе тимлĕ пулнăшăн хисепленĕ.
Алексей Федорович Федоров 1952 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче çуралнă. Совет Çарĕнчен службăран таврăнсан Канашри педагогика училищин физкультура уйрăмне вĕренме кĕрет. Училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн 1974 çулта Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче директорта ĕçлеме тытăнать те 2001 çулччен вăй хурать, республикăра тата çĕршывра ирттерекен ăмăртусене тăтăшах хутшăнать. 1978 çулта велосипедпа чупас енĕпе СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçлать. Çак тапхăрта вăл 20 ытла пысăк квалификациллĕ спортсменсем вĕрентсе хатĕрленĕ. Пултаруллă, ăста спортсменсем çитĕнтерме тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн А.Федорова 1982 çулта «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», 1986 çулта «РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ» хисеплĕ ятсем панă. Питех те шел, 2001 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче унăн чĕри тапма чарăнчĕ. 2001 çулта Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне унăн ятне панă.
1969 çултанах пĕлнĕ Алексей Федоровича. Çĕнĕ Вĕренер ялĕнчи клубра йĕркеленĕ велосипедистсен секцине çÿретчĕ. П.Павлов тренер çамрăксене спорта юратма вĕрентетчĕ. Алексей Федоровичăн пултарулăхĕ тренера уйрăмах савăнтарнă. Районта ирттерекен ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăннă вăл. Республикăра та палăрнă.
Çав çул республикăра ирттернĕ ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăнать. Ăмăрту дистанцийĕ 25 километр пулнă. «Урожай» ирĕклĕ спорт общество чысне ку хутĕнче Алексей Федоровпа Юрий Ильин хÿтĕленĕ. Вĕсем «Спартак» командăран иртсе кайнă, пĕрремĕш вырăн йышăннă, республика чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ.
Часах А.Федорова Совет Çарне службăна илеççĕ. Ун чухне вăл пĕрремĕш разрядлă спортсмен пулнă. Çарта та спорта пăрахман.
Унтан таврăнсан, Канашри педагогика училищине физкультура уйрăмне вĕренме кĕрет. Училищĕре вĕреннĕ чухне СССР спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлать.
Ăмăрту хыççăн ăмăрту. Брянск хулинче «Спартак» обществăн Раççейри финалти ăмăртăвĕсене хутшăнать. 75 километрлă дистанцие 1 сехет те 11,6 çеккунтра чупса тухать, республика рекордне çĕнетет.
Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн 1974 çулта Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Пултаруллă спортсменсем хатĕрлессишĕн хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, тăрăшулăхне парать.
Çамрăк директор малтанах спорт шкулĕн пурлăх никĕсне çирĕплетме çине тăрать. Район руководителĕсене вăл велосипедсем упрама уйрăм база, çавăн пекех мастерскойпа методика пÿлĕмĕ кирли çинчен ĕнентерет. Унăн сĕнĕвĕсене шута илеççĕ. 1975 çулхи кĕркунне стадионта пĕр хутлă икĕ йывăç çурт ÿссе ларнă, вĕсене пĕр çивиттипе çыхăнтарнă. Кунта велосипедистсем кăна мар, кĕрешекенсем те вырăн тупнă.
- Çитмĕлмĕш çулсен варринче пирĕн шкулта спорт велосипечĕсем пурĕ те вуннă кăначчĕ. Лайăх спортсмен пулма ĕмĕтленекен ачасен шучĕ вара çĕртен те иртнĕ. Çавăнпа та спорт шкулĕн шоссе çинче чупмалли велосипечĕсене ăмăртусене хутшăнакансене пама тиветчĕ. Чылай чухне районта ирттернĕ ăмăртусене ачасем хăйсен килти велосипечĕсемпе килетчĕç, - аса илетчĕ малтанхи çулсене Алексей Федорович.
Алексей Федоровичăн воспитанникĕсем кĕске вăхăтрах ÿсĕмсем тума пуçланă. Икĕ-виçĕ çул хушшинче тренер спорт мастерĕн виçĕ кандидатне, пĕрремĕш разрядлă çичĕ спортсмен тата тĕрлĕрен разрядлисем вуншар хатĕрленĕ. Вĕсен хушшинче республикăра темиçе хутчен те чемпион ятне илнĕ е призера тивĕçнĕ Виталий Гаврилов, Иван Иванов, Сергей Иванов, Николай Павлов, Валерий Федоров тата ытти чи пултаруллă спортсменсене курма пулнă.
1977 çултан пуçласа ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тума пуçланă.
1978 çулта В.Гаврилов, И.Иванов, А.Федоров тата М.Семенов Прохладный хулинче иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче командăпа чупса тухнă, СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă, Чăваш АССР рекордне çĕнетнĕ.
Сухумире ирттернĕ ăмăрту уйрăмах йывăр пулнă: темиçе тĕлте тăвалла хăпармалла, унтан анаталла анмалла - чăнкă вырăнсем, çул çинчи чулсем, шывсем... Ăмăрту пуçланас умĕн виçĕ кун хушши пĕр вĕçĕмсĕр çумăр çунă. Çавăнпа урапана пылчăк явăннă, педаль çĕре лексе пынă. 24 çухрăм та 800 метра - пурĕ 8 çаврăм тумалла - 82 велосипедист тухнă старта. Вĕсен хушшинче ССР Союзĕн чемпионĕн ятне темиçе хут çĕнсе илнĕ, 1977 çулта тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕ А.Пиккуус, Тулăран пынă тĕнче класлă спорт мастерĕ В.Кубенков, РСФСР чемпионĕ А.Кремлев тата ытти вăйлă спортсменсем пулнă.
Старта пурте пĕр вăхăтра тухса кайнă. Пĕрремĕш çаврăм хыççăн В.Гаврилов - 14-мĕш, иккĕмĕш çаврăм хыççăн пĕрремĕш пулнă. Тек вара унран никам та иртсе кайма пултарайман.
Пирĕн ентешпе ун хыçĕнче пыракан велосипедист хушшинчи вăхăт нумайланса пынă. Виталий финиша 2 минут та 12 çеккунт маларах çитнĕ. Çĕнтерÿ тунă ятпа чемпиона СССР пĕрлештернĕ командин тренерĕ Шепилов хĕрÿллĕн саламланă. Çĕршыв чемпионĕн ятне çĕнсе илнине ĕненес те килмен унăн. Хисеп пьедесталĕ çинче ылтăн медаль çакса ярсан кăна ĕненнĕ вăл хăйĕн çĕнтерĕвне.
Çитĕнсе çитнисене наградăланă хыççăн старта çамрăксем тухнă. Çав трассăпах 5 çаврăм тумалла пулнă. Виталий çĕнтерĕвĕ Иван Иванова хавхалантарнă. «Виталирен юлмалла мар, чемпион ятне çĕнсе илмелле», - çапла ырă шухăш çуралнă ун пуçĕнче. Иккĕмĕш çаврăм хыççăнах Иванов мала тухнă, финиша чи малтан çитнĕ. Çамрăксем хушшинче çĕршыв чемпионĕ пулса тăнă.
Пултаруллă спортсменсем хатĕрленĕшĕн А.Федоров тренера «СССР чемпионĕн тренерĕ» медаль парса чыс тунă.
Декабрь уйăхĕнче Сочире РСФСРта мала тухассишĕн облаçсемпе крайсен командисем ăмăртнă. Ку хутĕнче те В.Гаврилов çĕнтернĕ. «РСФСР чемпионĕ» медале тивĕçнĕ. А.Федоров тренера вара «РСФСР чемпионĕн тренерĕ» медаль панă. Кашни çыннăн асран кайми самантсем пулаççĕ. Ку Алексей Федоров спортсменшăн 1980 çулхи сентябрĕн 6-8-мĕшĕсенче Кабардин-Балкар АССРĕнчи Прохладный хулинче «Спартак» ирĕклĕ спорт обществин Тĕп совечĕ ирттернĕ чемпионат пулнă. Кунта Союзлă Республикăсенчен пурĕ 100 яхăн спортсмен хутшăннă. Чăваш АССРĕнчен 6 велосипедист тупăшнă, 25 çухрăм чупнă. Пирĕн ентеш - Алексей Федоров конкурссăрах хутшăннă, пысăк çитĕнÿ тунă. Çак дистанцие 34 минут та 38 çеккунтра чупса тухса СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланине тепĕр хут çирĕплетнĕ.
- Çитĕнÿ ансат килмерĕ. СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçлама 50 пин километра яхăн чупма тиврĕ. Манăн спортри çитĕнÿсемшĕн чи малтан хамăн пĕрремĕш тренера - Петр Павлович Павлова - чун-чĕререн тав тăватăп, - хăйĕн шухăшне пĕлтернĕччĕ Алексей Федорович.
Пултаруллă спортсменсем хатĕрленĕшĕн 1979 çулта А.Федорова СССР Министрсен Совечĕн çумĕнчи физкультурăпа спорт комитечĕ «Физкультурăпа спорт отличникĕ» знакпа наградăланă. Ку вăл спорт енĕпе пирĕн районта çĕнсе илнĕ пĕрремĕш пысăк награда.
1982 çулхи февраль уйăхĕнче район центрĕнче Спорт çуртне уçни спортсменсемшĕн пысăк уяв пулнă. Спорт çуртне уçнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă митингра СССР спорт мастерĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ А.Федоров сăмах илсе çапла каларĕ:
«Эпир, районти физкультурниксемпе спортсменсем, çакăн пек чаплă Спорт çурчĕ туса панишĕн чĕререн савăнатпăр, пурне те тав тăватпăр. Тĕнче шайĕнчи пултаруллă спортсменсем çитĕнтерессишĕн хамăрăн мĕн пур вăй-хала, ăсталăха парăпăр».
Нумаях та вăхăт иртмен, А.Федоров воспитанникĕсем тĕнчипех палăрма пуçланă, республика тата çĕршыв чысне тĕнче тата Европа чемпионачĕсенче пултаруллăн хÿтĕленĕ. СССР Гербне ÿкерсе хунă спорт костюмне тăхăнса тĕнче класлă СССР спорт мастерĕсем И.Иванов велосипедист - Чехословакире, Швейцарире, Испанире, Францире, Эфиопире, Англире, Венесуэлăра, Кубăра, Италире, Демократиллĕ Германи Республикинче, 6 хут СССР чемпионĕ В.Гаврилов - Францире тата Англире, В.Расколов - Чехире, Словакире, Швейцарире, Францире, Бельгире, В.Георгиев - Бельгире, Алексей Федоровичăн ывăлĕ Андрей Чехире ирттернĕ тĕнче чемпионачĕсене хутшăннă, лайăх результатсем кăтартнă.
Алексей Федоров çĕршыв командин аслă тренерĕ пулса Англире тата Францире ирттернĕ тĕнче чемпионачĕсене хутшăннă.
- Чемпионсем хатĕрлессишĕн кăна ĕçлеместпĕр эпир. Ăслă, вăйлă, пултаруллă, Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕнччĕр паянхи çамрăксем - çакă пирĕн тĕллев. Çавăншăн тăрăшатпăр та, - тенĕччĕ РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ А.Федоров.
Пултаруллă организаторăн, Раççей тава тивĕçлĕ тренерăн А.Федоровăн пархатарлă ĕçне «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ», СССР спорт мастерĕ В.Сидоров тренер халĕ малалла тăсса пырать.