Анне чĕри çунать-çке яланах
Нина Васильевна Арсентьева 1955 çулта Куславкка районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче ĕçчен çемьере çуралса ÿснĕ. 1977 çулта хастар хĕр ача Шупашкарти педагогика институтне пĕтерсен Энтрияль шкулне математика учителĕ пулса ĕçлеме килет.
Нина Васильевна ачасене тарăн пĕлÿ парса (хамăн та 5 ача ун патĕнче вĕреннĕ), шкулти обществăлла ĕçсене хутшăнать, унсăр пĕр мероприяти те иртмен, шкул директорĕн заместителĕ ĕçне те туса пынă. Энтрияль шкулне реструктуризаци тунă хыççăн вăл Мăнçырма, Урнар, Пысăк Енккасси ялĕсенче ĕçленĕ.
1978 çулта Энтрияль (Вăрманкас) каччипе Василий Геннадьевич Арсентьевпа пĕрлешсе 2 ача - хĕрпе ывăл - пăхса ÿстереççĕ, вĕрентсе кăлараççĕ. Ашшĕ чире пула 2006 çулта çĕре кĕрет. Хĕр ачи Оля, педагогика институтне пĕтерет (халĕ Мускавра ĕçлет). Ывăлĕ Олег та Мускава ĕçлеме çÿрет, вăл питĕ ăста строитель. Вĕсем пысăк та капмар çурт лартнă. Пÿрте нимелле купаласан, пĕтĕм ĕçе Олег çемйипе ĕçленĕ. Нина Васильевна патне кĕрсессĕн чечек лавккине лекнĕн туятăн, кунта чи пĕчĕк чечексенчен пуçласа çÿллĕ фикус таран илем кÿреççĕ.
Олег, 1980-мĕш çулта çуралнă, салтак ячĕ тухсан, 1998 çулхи ноябрь уйăхĕнче, ял-йышпа салтака ăсатаççĕ ăна. Служба малтан Новосибирск облаçĕн Бердцы хулинче, 1999 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 2000-мĕш çулхи март вĕçĕччен Чечен республикинче, 4 уйăх хушши вăрçă хирĕнче пулать. Олег - разведка отделенийĕн командирĕ пулнă.
Сивĕ, 5-шер талăк куç хупман каçсем, кăшт выртсан та айра юр ирĕлни те вĕçĕмсĕр пăшал сасси. Апат илсе пырса пама та йывăр пулнă, вĕри апат çинчен аса кăна илнĕ, консервланă сивĕ апат çинĕ. Чечняра 4 уйăх хушши пулнă хыççăн, Новосибирскран сержант званипе киле таврăнать. Киле таврăнсан та нумай вăхăт хушши вăрçă ахрăмĕ куç умĕнчен кайман, лăпкăн çывăрма та пултарайман Олег.
Çĕр варринче пĕр пĕчĕк сас пулсанах сиксе тăнă. Амăшĕ: «Олег - эсĕ халĕ килте, лăплан ачам», - тесе ăшă сăмахсемпе лăплантарнă, иккĕшĕ ыталанса макăрнă. О.Арсентьев маттур салтака Чечен вăрçинче паттăрлăх кăтартнăшăн «Суворов» медальне парса чысланă