Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пулас салтаксем

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе иртекен уйăхлăха хутшăнса Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта çулсеренех тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ, вĕсем вăй-хал тĕлĕшĕнчен аталанма, сывлăха çирĕплетме, чăн-чăн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем пулма вĕрентсе ÿстереççĕ. Шкулта пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентекен А.Никифоров ертсе пынипе нумай ĕçсем пулса иртрĕç. Акă, сăмахран, волейбол турнирне 8-11 классем хушшинчи ачасемпе ирттернĕ. Ăмăртура пур класс ачисем те тăрăшса вылярĕç, анчах 11 класра вĕренекенсем малта пулчĕç. Турник çинче туртăнса вăй виçессипе ирттернĕ ăмăртăва 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 7-мĕш класра вĕренекен М.Малышев чи нумай хут туртăнаканни пулчĕ, 17 хут туртăнса малти вырăна йышăнчĕ.

Кĕçĕн класра вĕренекен ачасем те аслисенчен юласшăн мар. Вĕсем «Зарничка» вăйă йĕркелесе ирттерчĕç. Ку вăйăра тĕрлĕ чăрмавсене çĕнтерсе палăртнă вырăна хăвăртрах çитесси, юр-кĕрт тăрăх ишсе ялав çĕнсе илесси, темиçе ункă витĕр тухса мина шыраса тупасси тата çар темипе çырнă юрăсем юрлассипе конкурссем иртнĕ. 3-мĕш класра вĕренекенсем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.

Районта Раççей ДОСААФĕн пневматикăлла винтовкăран перессипе ирттернĕ ăмăртăва та Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта вĕренекен ачасем пысăк активлăхпа хутшăнчĕç. Ку ăмăрту Афганистан вăрçине хутшăнса паттăрлăх кăтартнă Г.Александров ячĕпе иртнĕ. Пирĕн шкулта вĕренекен ачасем те ку ăмăртура малти вырăнсене йышăнса чи маттурисем пулнипе палăрчĕç. Шкул команди пĕтĕмĕшле 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, уйрăммăн илсен 11-мĕш класра вĕренекен А.Дмитриев 1-мĕш, И.Алексеева 2-мĕш, А.Семенов 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

Саламлатпăр эпир çак ачасене, вĕсемпе мухтанатпăр

 



22 февраля 2012
00:00
Поделиться