Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăх ырлăхĕ – малти вырăнта

Вăрмар районĕнчи «Водоканал» тулли мар яваплă общество халăха пулăшу парассипе тĕрлĕ енлĕ ĕçсем пурнăçлать: канализацисем чавса шыв пăрăхĕсем хывать, сивĕ шывпа тивĕçтерет, хваттерсенче ăна шута илекен счетчиксем лартать, ял тăрăхĕсенче, тĕрлĕ предприятисенче, поселокра вырнаçтарнă ăпăр-тапăр пуçтармалли контейнерсенчи каяшсене пуçтарать, вĕсене утилизацилессипе ĕçлет.

Хĕллехи вăхăтра поселокри çулсене, тротуарсене юртан тасатассине те хăй çине илнĕ çак организаци. Çуркуннене хирĕç çынсем çÿрекен çулсене шуçлакран хăтармалли мел шыраса тупнă. Сÿре кăкарнă трактор поселокри тротуарсем çинчи шуçлака ватать. Çакă пуриншĕн те меллĕ. 2011 çулта «Водоканал» общество Комаров тăкăрлăкĕнче, Колхозная, Зарубин урамĕсенче шыв пăрăхĕсем хывнă, Пушкин урамĕнчи шыв пăрăхне хунă çĕрте юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Ленин тата Заводская урамĕсенчи хурçă тимĕртен хывнă шыв пăрăхĕсене хальхи йышши полиэтиленран тунисемпе улăштарса пурĕ 300 метр реконструкциленĕ, 70 метр канализаци хывнă. Çак уйăхра Вăрмарти автотранспорт предприятийĕнче те башня насусне вăйлăрах тата хăвăртрах ĕçлекен насуспа улăштарнă. Унччен шыв башни пĕр тикĕссĕн ĕçлемен.

- Халăхран, предприятисенчен шывпа усă курнăшăн пуçтаракан укçан 72 проценчĕ шыва уçласа пĕтекен электроэнерги тăкакĕсене саплаштарма каять. Çулла вара пахча-çимĕç çитĕнтернĕ вăхăтра шыв ыйтăвĕ уйрăмах çивĕчленет. Çынсене шывпа перекетлĕ усă курма ыйтатпăр. Çавăнпа та пахча шăварма усă куракан шыва шута илме çывăх вăхăтра уйрăм счетчиксем лартасшăн. Ытти урамсенчи шыв пăрăхĕсем те кивелсе пыраççĕ, вĕсене улăштармалла. Пур ĕçе пурнăçлама та укçа-тенкĕ тата халăхпа килĕштерсе ĕçлени кирлĕ. Паянхи куна халăхăн шывпа усă курнăшăн «Водоканал» обществăна 800 пин тенкĕ тÿлемелле. Çак укçа-тенкĕпе эпир хамăрăн малаллахи тĕллевсене самай пурнăçлама пултарăттăмăр. Паянхи кун çÿп-çап та 15 çул каяллахипе танлаштарсан темиçе хутчен нумайрах пуçтарăнать. Укçа тÿлемелли нормативĕсем вара малтанхи пекех. Çынсене контейнерсене таса мар шыва тăкма чарăнма ыйтатпăр. Хĕлле вăл шăнса ларать. Ăпăр-тапăра утилизацилемелли вырăна - полигона - тытса тăма та укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Выльăх-чĕрлĕх виллисене çакăнта илсе килсе пăрахма юраманнине асăрхаттаратпăр, - пĕлтерет хăйĕн шухăшĕсене «Водоканал» организацин директорĕ Юрий Григорьевич.

Çапла кăçалхи июлĕн пĕрремĕшĕнчен «Водоканал» организацийĕ кÿрекен пулăшусемшĕн тÿлемелли тарифсем июлĕн пĕрремĕшĕнчен 6 процент, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 4 процент ÿсĕç. Тĕплĕнрех тарифсем çинчен хаçатăн 6-мĕш страницăра вырнаçнă пĕлтерÿрен пĕлме пултаратăр.

Малашне те халăхпа пĕрле ăнланса ĕçлесе пурăнасса шанать «Водоканал» организацийĕн ертÿçи Ю.Иванов.



27 февраля 2012
00:00
Поделиться