Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хамăрăн шухăша уççăн палăртмалла

Мартăн 4-мĕшĕнче иртекен суйлав Кĕтеснер ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен Раççей Президенчĕпе пĕрле ял тăрăхĕн пуçлăхне суйлатпăр. Çавăнпа та ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидатсен ĕçĕ сахал мар. Вĕсен 4 яла çитсе халăха хăйсен программисемпе паллаштармалла. Çак тĕллевпе февралĕн 19-мĕшĕнче, вырсарни кун, кандидатсем Эçпепе, Кивĕ Шулхан ялĕсенчи халăхпа тĕл пулу ирттерчĕç. Эçпепесем кăнтăрла 14 сехет валли клуба пухăнчĕç. Пухăва Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Е.Никонорова уçрĕ. 2011 çулта ял тăрăхĕнче туса ирттернĕ ĕç-хĕл çинчен отчет туса пачĕ. Ун хыççăн А.Егоров, С.Викторов тата Л.Платонова кандидатсем халăха хăйсен программисемпе паллаштарчĕç. Вĕсен шаннă çыннисем кандидатсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ А.Тихонов районти лару-тăру çинче чарăнса тăчĕ. Унтан Кĕтеснер тата Эçпепе культура çурчĕсем çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем концерт лартса пачĕç. Ун хыççăн кандидатсем Кивĕ Шулхана çул тытрĕç. Кунта халăх 17 сехет валли библиотекăна пухăннă. Кун йĕрки Эçпепери пекех пулчĕ. Концерчĕ кăна тата пуянланчĕ, мĕншĕн тесен Кĕтеснерсемпе Эçпепесем кăна мар, Кивĕ Шулхан библиотеки çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ те хутшăнчĕ. Район администрацийĕн организациллĕ ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Н.Павлов халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕ.



27 февраля 2012
00:00
Поделиться