Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паттăра ентешсем манмаççĕ

23 çул çитрĕ Афган çĕрĕ çинчен Совет салтакĕсене кăларнăранпа. Анчах унăн суранĕ Афганистан вăрçи çинчен манма памасть. Çăмăл пулман пирĕн салтаксене Афганистан халăх пуласлăхĕшĕн кĕрешме. Çар тивĕçне вĕсем чыслăн пурнăçланă. Нумайăшĕ каялла таврăнайман. Вĕсенчен пĕри - спортпа питĕ туслă пулнă, шкулта лайăх вĕреннĕ, пурнăçа тата Тăван çĕршыва юратма пĕлнĕ Юрий Иванов.

Афганистан вăрçинче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Ю.Иванов гварди рядовойне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă, воин-интернационалист Афган халăхĕнчен медаль те парса чыс тунă.

Шăхаль каччин паттăрлăхĕ яланах пирĕн асăмра. Ăна асăнса патриотизмла воспитани ĕçне çÿлти шайра туса пырас тĕллевпе шкулта тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр: «Савăнăçлă стартсем» вăйă, «Чи лайăх вулакан», «Чи лайăх юрă юрлакан» конкурссем, пневматикăлла винтовкăран тĕл пересси тата ытти те.

Çавăн пекех шкулта волейболла выляса юлташла тĕл пулу ирттересси çирĕп йăлана кĕчĕ. Акă кăçал та февралĕн 18-мĕшĕнче, тĕл пулăва 4 команда хутшăнчĕç. Пурте Шăхальтен: шкул ачисен, студентсен, ветерансен, ял çамрăкĕсен командисем.

Воин-афганеца асăнса ирттерекен мероприятие хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов, Чăваш Республикин Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи çар ĕç комиссариачĕн пай пуçлăхĕ М.Пуклаков, воин-интернационалист, «Паттăрлăхшăн» орден кавалерĕ В.Авакумов саламларĕç.

Унтан Шăхаль шкулĕнчи 6-мĕшпе 7-мĕш классенче вĕренекенсем тата карате секцине çÿрекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Чаплă лару-тăру хыççăн мероприятисем пуçланчĕç, питĕ интереслĕ те çивĕч иртрĕç вĕсем. Куçса çÿрекен Кубока ялти çамрăксен (капитанĕ Ю.Николаев) команди çĕнсе илчĕ.

Мероприятие ирттерме пулăшакан спонсорсене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем: «Урмарская» КСО ертÿçи, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Н.Зайцев, «Шигали» ЯХПК пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Ульянов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов, шкул директорĕ А.Мирошкина, Г.Воробьева, А.Горбунов, М.Пуклаков, Г.Карасева тата Юрийпе пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем. Ырлăх-сывлăх сире.



27 февраля 2012
00:00
Поделиться