Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕренни мулран хаклă

РФ Шалти ĕçсен министерствин вĕрентÿ учрежденийĕсем обществăлла вырăнсенче йĕркелĕхпе тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме, йĕркелĕх хуралĕнче тăрса граждансен лăпкăлăхне сыхлама пултаракан специалистсене хатĕрлеççĕ.

Вĕсенчен вĕренсе тухнисем хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн пысăк профессионаллă специалистсем пулаççĕ, тарăн пĕлÿ тата пуян опыт пухнисем вара шалти ĕçсен пайĕсене, подразделенисене ертсе пыраççĕ. Хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă сотрудниксем Раççей Федерацийĕн патшалăх наградисене те тивĕçнĕ. Раççей Шалти ĕçсен министерствин вĕрентÿ учрежденийĕсенче хальхи вăхăтра курсантсене тарăн пĕлÿ илмешкĕн пĕтĕм условисем те пур. Вĕренÿ процесне профессорсемпе вĕрентекенсем йĕркелесе пыраççĕ, вĕсенчен чылайăшĕ ученăй - юристсем, шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшса вăй хуракансем. Лекцисем, семинарсем, практикăлла занятисем, тактикăлла вĕренÿпе тренировкăсем, уголовлă ĕçсене тата пĕр-пĕр йывăр лару-тăрăва сÿтсе явасси - кусем пурте вĕренÿ процесĕн тĕрлĕ енĕсем. Тĕп тĕллев - вĕрентÿ учрежденийĕнчен квалификациллĕ специалист хатĕрлесе кăларасси. Практика занятийĕсенче уйрăмах лайăх енĕпе палăрнисем вĕренсе тухсан малалла хăйсен пĕлĕвне анлăлатас тĕллевпе Раççей Шалти ĕçсен министерствин наукăпа тĕпчев учрежденийĕсенче, адъюнтурăра пĕлÿ пухма пултараççĕ, диссертаци хÿтĕлесе вĕрентÿпе тĕпчев ĕçне йĕркелеççĕ. Шалти ĕçсен пайĕнче службăра тăракансен тарăн пĕлÿ илнипе пĕрлех практикăра та хăйсене лайăх енĕпе палăртмалла. Вĕсен çирĕп сывлăхлă пулнипе пĕрлех граждансемпе ырă кăмăллă пулмалла, хăюлăхпа, паттăрлăхпа, чăтăмлăхпа палăрса тăмалла. Вĕренÿ вăхăтĕнче курсантсем физкультурăпа спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнаççĕ, çирĕпреххисем, пултаруллăраххисем вара спорт разрячĕсене те тивĕçеççĕ, вĕсем ал вăйĕ виçес тата спортăн ытти енĕсемпе инструкторсем пулса тăраççĕ. Вĕсене валли хальхи йышши оборудованипе тивĕçтерекен спорт залĕсем, пăшалран пемелли тирсем, полигонсем пур. Раççей Шалти ĕçсен министерствин вĕрентÿ учрежденийĕсем çавăн пекех шалти ĕçсен органĕсен подразделенийĕсем, тĕрлĕ службăсем валли гуманитари тата техника енĕпе пĕлÿ илекен специалистсем хатĕрлеççĕ. Асăннă учрежденисене вĕренсе пĕтернĕ хыççăн аслă квалификациллĕ специалист пулни çинчен калакан патшалăх дипломĕ тата кăкăр çине çакмалли знак параççĕ. Çавăн пекех аслă вĕренÿ учрежденирен вĕренсе тухнă специалист «полици лейтенанчĕ», «шалти ĕçсен службин лейтенанчĕ», «юстици лейтенанчĕ» звание тивĕçет.

Раççей Шалти ĕçсен министерствин аслă вĕренÿ заведенийĕсенче çакăн пек специальноçсене алла илме пулать: «Право йĕркине сыхласси», «Наци хăрушсăрлăхне право йĕрки тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси».

РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» пайĕ çамрăксене аслă пĕлÿ паракан тĕрлĕ учрежденисене вĕренме кĕме май пурри çинчен пĕлтерет. Вĕсем: Раççей Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕ, Раççей Шалти ĕçсен министерствин Хусанти институчĕ. Çак вĕрентÿ учрежденийĕсенче «Право йĕркине сыхласси», «Наци хăрушсăрлăхне право йĕрки тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси» специальноçсемпе пĕлÿ илме пулать. Çавна май РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» пайĕ асăннă учрежденисене пĕлÿ пухма кĕмешкĕн 25 çултан кая мар, тулли вăтам, ятарлă вăтам професси илнĕ, шалти ĕçсен пайĕн органĕсенче службăра тăма пултаракан, сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп граждансене чĕнет. Пирĕн адрес: Вăрмар поселокĕ, Советски урамĕ, 6-мĕш çурт, 3-мĕш кабинет. Тел.: 2-35-75.



29 февраля 2012
00:00
Поделиться