Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăк тĕпчевçĕ

Чулкас шкулĕнче вĕренекен ачасем кашни çулах районта, республикăра, Раççей шайĕнче иртекен конкурссене, олимпиадăсене, конференцисене хастар хутшăнаççĕ.

9-мĕш класра вĕренекен А.Петров спортпа та, наукăпа та питĕ туслă. Вăл волейбол, футбол секцисене кăмăллать, тĕрлĕ наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнать, малти вырăнсене çĕнсе илет. «4» тата «5» паллăсемпе çеç вĕренет.

Вĕренекенсен тавра курăмне аталантарас, Тăван çĕршыва юратма вĕрентес, тăван халăх культурипе историне сыхласа хăварас тĕллевпе Республика шайĕнче иртекен «Чăваш çĕршывĕ» ятлă пиллĕкмĕш олимпиада пулчĕ. Олимпиада Санкт-Петербургри инженерипе экономика патшалăх университечĕн Шупашкарти филиалĕнче иртрĕ. А.Петров хăйĕн тĕпчев ĕçне хÿтĕлесе «Районти физкультура аталанăвĕн историйĕ» номинацире 1-мĕш вырăна тухрĕ. Тĕпчев ĕçне çырма пулăшакансем Н.Евсеева тата А.Михайлова вĕрентекенсем пулчĕç.



05 марта 2012
00:00
Поделиться