Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă ĕçшĕн тав сăмахĕ

«Ырă туни ырăпа таврăнать», - тенĕ ваттисем. Вăрмарти спорт çурчĕ 30 çул тултарнине уявлама, А.Ф.Федорова халалласа Асăну хăми уçма пулăшнă спонсорсене: А.Ф.Федоров мăшăрне - Г.Федорована, «Акконд», «Системпром» акционерсен уçă обществисене, «Урмарыводхоз», «Водоканал», «Вăрмарти электричество сечĕсем», «Нефть-Трэвел», «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» тулли мар яваплă обществăсене, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществине, «Урмарыгаз» организацине, «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятине, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президентне В.Нягина, «Вега» центра, «Павлов Вячеслав Федорович» хресчен (фермер) хуçалăхне, «Ветерансем» футбол клубĕн членĕсене, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхне О.Иванова, А.Ф.Федоров воспитанникĕсене: Н.Павлов, И.Иванов, В.Гаврилов, С.Иванов СССР спорт мастерĕсене, А.Ф.Федоров юлташне М.И.Семенова тата ыттисене пурне те ырă ĕçшĕн тав тăватпăр. Малашлăхра та пĕрле тачă çыхăнура пулса ырă ĕçсем тăвасчĕ.



05 марта 2012
00:00
Поделиться