Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чиркÿ - сăваплă вырăн

Вăхăт сисĕнмесĕр шăвать. Ултă çул каялла март уйăхĕн кунĕсенче Шупашкарпа Чăваш митрополичĕ Варнава хушăвĕпе Арапуçĕнчи хупăннă чиркĕве юсаса хута яма иерей Леонида ярать. Ял-йышăн чиркĕве уçас шухăш маларах çуралнă. Ун çинчен Н.Петров Леонид аттепе пĕрре анчах мар канаш пуçланă, вăлах ĕçе пуçарса янă.

Историрен: чиркĕве 1893 çулта уçаççĕ. Ăна хысна укçипе тăваççĕ. 1936 çулта чиркÿ ултавпа хупăнать. Мĕн кăна пулмасть çакăнта. Клуб та, цех тата ытти те.

Турă çуртне юсас ĕçе малалла И.Белов хăй аллине илсе мăшăрĕпе Аниса Петровнăпа вĕçлеççĕ. Ырă ĕç тума пуçласан, йывăрлăхсем те сиксе тухаççĕ. Çакă тăрăшуллă çынсен ĕçĕ те йывăрлăхсăр пулмасть: çын сăмахĕ те, укçи-тенки çитменлĕхĕ те, чирĕ-чĕрĕ те. Анчах вĕсем ниме пăхмасăр, йывăрлăха парăнмасăр тăрăшаççĕ. Ял халăхĕ те вĕсене пулăшать. 2006 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче Савватий епископ Шупашкартан священниксемпе килсе Арапуç ялĕнчи Турă çуртне тасатса пĕрремĕш апат кĕлли (литургия) ирттереççĕ. Тунă ĕçсемшĕн тав туса владыка Савватий И.Белова Хисеп грамоти парса чыслать. Декабрĕн 19-мĕшĕнче вара Леонид атте престолăн пĕрремĕш уявне пĕтĕм ял халăхĕпе тата ытти тавраран килнĕ çынсемпе ирттерет. Çак чиркĕве 2006 çулта митрополит Варнава та килсе курать. Хăйне питĕ килĕшни çинчен ăшă сăмахсем каласа ял халăхне, килнĕ çынсене пиллесе хăварать.

Пĕрремĕш юбилей! Пилĕк çул çитрĕ те ĕнтĕ Арапуç ялĕнчи Çветуй Николай Атте ячĕпе лартнă, çĕнетсе тунă чиркĕве. Кăçалхи июлĕн 9-мĕшĕнче хăй ĕмĕрĕнче нихăçан хупăнман Тихвински Турă Амăшĕн Турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕ 130 çул тултарать. Кунта иртнĕ çулсенче нумай ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Чиркÿ тăррине ылтăн икĕ куполпа хĕреçсем лартрăмăр. Чиркÿ тавра тимĕр карта, умĕнче илемлĕ хапха. Çулла чечексемпе симĕс курăк ешерсе лараççĕ. Малта вара çыпăçуллă та кăмăллă. Стенасем çинче Çветуйсен сăнĕсем. Тÿпере XIX-мĕш ĕмĕртен юлнă Саваоф Атте Турă тата Евангелире çырнă тăватă апостолсем. Вĕсен куçĕсем чĕрĕ çынсен пек кĕлĕ тума килнĕ халăх çине тимлĕн пăхаççĕ. Иконостас та çырнă Турăшсемпе илемленет. Турăшсем вара пурте ятлă, пĕр-пĕр çын илсе панă, ун çинчен Турăшсен хыçне çырса хунă. Çуртасем лартма хитре подсвечниксем те пур. Канса илме - хурал пÿрчĕ. Чанĕсем вара хăйсен сассине таврана сарса кĕлле чĕнеççĕ: «Эй, ял-йыш, кил, ан ÿркен, чуна уçса çăмăллат хăвăн пурнăçна!»

Иртнĕ ĕçсемпе анчах пурăнмаççĕ кунти прихут çыннисем. Вĕсен ырă ĕмĕчĕсем те нумай. Алтарь тăррине виççĕмĕш куполпа хĕрес илсе лартмалла. Мăнçырмари вырсарни кунхи шкул пек кунта та уçас килет. Ачасем анчах мар, ваттисем те килесшĕн çак шкула. Хăйсен ĕмĕрĕнче чун ĕçне пĕлейменнине, халĕ пĕлес килет. Анчах та Леонид аттене пĕччен йывăртарах. Аслă пĕлÿллĕ, çирĕп ĕненекен ырă çын тупăнасса шанатпăр. Мăнçырмари прихут çыннисемпе Арапуç прихучĕн çыннисем пĕр-пĕрин патне кĕлле çÿреççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, ĕçсене те пĕрлех тăваççĕ. Чиркÿре кашни эрнерех юн кун каç 14 сехетре, кĕçнерни кун 8 сехетре кĕлĕсем пулаççĕ. Кунта тĕне те кĕртеççĕ, венчет те тăваççĕ, юлашки çула та ăсатаççĕ. Аслă типĕре вара эрне кун 14 сехетре, шăматкун 8 сехетре кĕлле кĕрет.

Хаклă Арапуç ялĕнче пурăнакан ял-йыш, кĕлле çÿрекен халăх! Чиркÿ юбилейĕ ячĕпе саламлатпăр сире. Пĕрремĕш утăм сирĕн Турă еннелле пултăр. Вара пурнăç та канăçлă, тулли пулĕ. Хăвăр чиркĕве юратăр, илемлетĕр ăна, чаплăлатăр, сыхласа усрăр, нихăçан та вăл ан пушантăр, урăх ан хупăнтăр. Манар мар, тĕнчене эпир чиркÿ урлă килетпĕр, ĕмĕрлĕх пурнăçа та кунтанах каятпăр



07 марта 2012
00:00
Поделиться