Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Килĕшÿ укçаран хаклă

Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакансем яланах ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Çулсем иртнĕ, вăхăтран-вăхăтран влаçĕ те улшăннă, анчах Кивĕ Вăрмар ялĕ пулнă, пулĕ те. Çакна кашни çулах «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикине профсоюз комитечĕ ушкăнла (коллективлă) договор килĕшĕвне сÿтсе явма пуçтарăнни çирĕплетрĕ.

Районти чи пысăк производство предприятийĕсенчен пĕри вăл. Ял хуçалăхĕнче 156, çуллахи вăхăтра ытларах çын ĕçленине Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче те тупма йывăр. Пĕрлĕхре вăй тени Киввăрмарсене квалификациллĕ специалистсене пĕрле пухса çитĕнÿсем тума май парать. Хуçалăх администрацийĕпе профсоюз комитечĕ 2010-2012 çулсенчи коллективлă килĕшĕве сÿтсе явса хушма сĕнÿсемпе улшăнусем кĕртнĕ чухне çакă уйрăмах палăрчĕ. Унăн ĕçне хуçалăх ертÿçи Н.Петров, райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Петров, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ, районти АПК специалисчĕсен профсоюз комитечĕн пуçлăхĕ Н.Николаев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов, М.Салахов профессор хутшăнчĕç.

Пухăва хуçалăхри профсоюз организацийĕн председателĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Н.Петров уçрĕ. Хăйĕн докладĕнче вăл иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсемпе уçăмлăн паллаштарчĕ. Коллективлă килĕшĕве туллин пурнăçласа пынă. Ĕç укçи хушма тÿлевсене тÿлессине хут çине çырнă килĕшÿпе пурнăçласа пынă. Кун шутне материаллă пулăшу парасси те - вăл 1 млн та 400 пинпе танлашнă, ытти тÿлев пулăшăвăн калăпăшĕ те пĕчĕк мар. Ĕççи вăхăтĕнче механизаторсене апат çитересси, ĕçре кирлĕ тумтир илсе парасси, сывлăха сиенлĕ производствăра ĕçленĕшĕн хушма апат-çимĕç парасси тата ытти те кĕрет. Сывлăх сыхлавĕ те, медицина тĕрĕслевĕ те хуçалăхра юлашки вырăнта кăна мар - администраципе профсоюз комитечĕ кăна питĕ тимлеççĕ. Ĕçлекенсен сывлăхĕ те чи малти вырăнсенче пулнине палăртрĕ Геннадий Михайлович. Социаллă страховани енĕпе укçа уйăраççĕ пулсан та, малтанхи взноссене хуçалăх тÿлет.

Пĕлтĕр кашни гектартан илнĕ тĕш-тырă тухăçĕ 36,2 центнерпа танлашнă. Кун пек тухăçлăхпа çĕршывăн кăнтăр районĕсем те кашнинче танлашаймĕç. Хуçалăхра çурт-йĕр хуралтисем тăвас ĕç те çÿллĕ шайра - çĕнĕ кормоцех, чăх-чĕп витисене юсани, кăркка вити туни... Çак сăмахсем хут çинче çеç хитрен çырăнаççĕ. Ĕçĕ вара... Кивĕ Вăрмарсем, Вăрмарсем, Кавал ял тăрăхĕнче пурăнакансем пĕрле килĕшсе ĕçленипе çитĕнÿ пулать. Хуçалăх ертÿçин Н.Петровăн, вăл ертсе пынипех ĕнтĕ 10 çул хушши «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики пысăк çитĕнÿсем тăвать, ĕçне пурте кураççĕ. Вăл 2010 çулхи типĕ çанталăк тепĕр çулне питĕ начар енчен палăрнине каларĕ. Анчах Киввăрмарсем пуçа усман, тăрăшуллă пулнипе çĕкленĕ, малашлăхĕ те пĕлтерĕшлĕ.

Ун хыççăн хуçалăхăн тĕп агрономĕ В.Нарзаев, тĕп инженер Ю.Никоноров, тĕп зоотехник Г.Алексеева тухса калаçса хăйсем туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин ĕçĕ калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнисĕр пуçне урăх ял тăрăхĕсен çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртни питĕ паллă пулăм пулнине асăнчĕ. Çĕр пушă выртмалла мар - «Урмарская» хуçалăх, Николай Петрович ертсе пынипе, çакна чунтан ăнланать. Тутарстанран килнĕ М.Салахов профессор пирки те питĕ ырă сăмахсем каларĕ. Вăл ĕçлекен наука учрежденийĕ Вăрмарсене яланах тĕрлĕ енлĕ пулăшса пырать.

Манур Сафарович та, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов та çитĕнÿ пĕрле ĕçлесен çеç пулнине палăртрĕç.

Иккĕмĕш ыйтăва пăхса тухнă чух пухăва хутшăннисем пĕр шухăшлă пулса коллективлă йышăнăва улшăнусемпе хушусем кĕртрĕç.



07 марта 2012
00:00
Поделиться