Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малашлăх тĕллевĕсене палăртса ĕçлеççĕ

Вăрмар райповĕ çулран-çул аталанса, палăртнă тĕллевсене пурнăçласа пырать. Районта вăл чи пысăк предприятисенчен пĕри. Унсăр пуçне вырăнти бюджета чи нумай налук тÿлекенни те. Иртнĕ çул та вăл кооперацин пур отрасльне аталантарассипе тата социаллă миссие пурнăçлассипе, финанспа хуçалăх ĕçĕн эффективлăхне ÿстерессипе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Вĕсемпе вара райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов уполномоченнăйсен 87-мĕш пухăвĕнче тĕплĕн паллаштарчĕ.

Унта Чăвашпотребсоюзăн кадрсем енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Н.Гомоля, район администрацийĕн промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Н.Краснова, Шупашкарти коопераци техникумĕн преподавателĕсем хутшăнчĕç.

Уполномоченнăйсен пухăвĕнче пурĕ 8 ыйту пăхса тухрĕç. Райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов иртнĕ çулхи ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ.

Райпон удельнăй виçин шайĕ район шайĕнче 65,3 процентпа танлашать. 2011 çулта районăн тавар çаврăнăшĕ 228 миллион тенкĕпе танлашнă, Вăрмар райповĕн вара - 149 миллион тенкĕпе.

Суту-илÿ

Суту-илÿ потребкооперацин тĕп ĕçĕ шутланать. Çак ĕçре хальхи вăхăтра пурĕ 140 çын тăрăшать. Ваккăн тавар сутассин тата обществăлла апатланăвăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 185 миллион та 983 пин тенкĕпе танлашнă. Ÿсĕм - 107,2 процент. Ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ148 миллион та 982 пин тенкĕ пулнă, ÿсĕм 111,7 процентпа танлашнă. Çавăнтан 83 процент апат-çимĕç продукчĕсем йышăнаççĕ. Пĕр çын пуçне иртнĕ çул 12 пин те 156 тенкĕлĕх тавар сутăннă, ÿсĕм - 109,7 процент. Поселокри «Заря», «Вăрмар», Чулкасри, Тупахри, Саруйĕнчи лавккасенче тавар ытларах сутăннине палăртмалла. Суту-илÿ ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ - вырăнти халăха паха йышши таварпа тивĕçтересси.

2011 çулта тавара кредит мелĕпе 1 миллион та 682 пин тенкĕлĕх сутнă. Сĕтел-пукан сутассин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 3 миллион та 636 пин тенкĕпе танлашнă. Хуçалăхра кирлĕ тавар сутассипе те тимлеççĕ райпо ĕçченĕсем. Аякри ялсене таварсемпе тивĕçтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра çак ĕç предприятишĕн тăкаклă пулсан та, халăх шăпи, нуши-терчĕ канăç памасть. Пăртас, Атнаш, Кĕçĕн Шăхаль, Чĕкету, Чăршçырма, Çĕнĕ Шулхан ялĕсенче пурăнакансене эрнере пĕр хутчен кирлĕ таварсемпе тивĕçтереççĕ. Унăн çаврăнăшĕ иртнĕ çул 1 миллион та 32 пин тенкĕпе танлашнă.

Кооперативлă предприятисем те пысăк кăтартупа палăрнă. Пысăк Енккассинчи кооператив предприятийĕн тавар çаврăнăшĕ17,5, Мăнçырмарин - 21,8,Чулкасрин - 22,8, поселокри 34,2 процентпа танлашнă. Çавăн пекех райпон Вăрманкас, Энтрияль, Саруй, Мăнçырма, Кавал, Чулкас, Çĕнĕ Мăнтăр, Тупах, Энĕшпуç, Патти, Кивĕ Шулхан лавккисем иртнĕ çулхи плана тултарнă.

2011 çулта халăха 2 миллион та 21 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ эмелсемпе тивĕçтернĕ. Ветеринари аптекин те кăтартăвĕсем пысăк. Вăл 2 миллион та 521 пин тенкĕлĕх препаратсем сутнă.

Производство аталанăвĕ

Райпо аталанăвĕнче производство пысăк вырăн йышăнать. Тепĕр майлă каласан ун шăнăрĕ пулса тăрать. «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «Нива», «Надежда» тулли мар яваплă обществăсем кал-кал ĕçлесе пынă. Вĕсенче тавар туса кăларассин калăпăшĕ 24 миллион та 319 пин тенкĕпе танлашнă.

«Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество çăкăрпа булка изделийĕсене - 380,1, кондитер изделийĕсем - 51, пылак шыв - 59,4 декалитр туса кăларнă. Иртнĕ çул асăннă предприятинче юсав ĕçĕсем те чылай туса ирттернĕ. Унсăр пуçне пурлăхпа техника базине те çирĕплетессипе ĕçлеççĕ. Çĕнĕ йышши оборудовани 701 пин тенкĕлĕх туяннă. Кăçалхи январĕн 12-мĕшĕнчен «Нива» тулли мар яваплă обществăна «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество çумне пĕрлештерес тĕлĕшпе йышăну кăларнă. Çакă вара пур цеха та эффективлăрах ĕçлеме май парать.

Финанс лару-тăрăвĕ

2011 çулта Вăрмар райповĕ пĕтĕм шайри бюджета 15 миллион та 780 пин тенкĕ куçарнă. Çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн 1 миллион та 171 пин тенкĕ, электроэнергишĕн 2 миллион та 652 пин тенкĕ, ăшă панишĕн 642 пин тенкĕ тÿленĕ. Çавăн пекех налуксене те вăхăтра тÿлесе пынă. Пĕтĕмĕшле каласан иртнĕ çула пĕр тăкаксăр вĕçленĕ.

Обществăлла апатлану

Райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă общество та иртнĕ çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Унăн тавар çаврăнăшĕ 37 миллион тенкĕпе танлашнă. Вĕсенчен 22 миллион та 261 пин тенкĕлĕх - хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукци. Ÿсĕм - 106 процент. Çурма фабрикатсем кăларасси те унчченхи çулпа танлаштарсан ÿснĕ. Вăл 945 пин тенкĕпе танлашнă.

«Юность» кафен банкет залне, «Меркурий», «Минутка», «Вăрмар» кафесене, «Кулинария» лавккана, обществăлла апатлану предприятийĕн складне çĕнĕ сăн кĕртнĕ.

«Обществăлла апатлану çаврăнăшĕнче хамăр вăйпа туса кăларнă продукцие ытларах ÿстермелле. Çавна май тавар ассортиментне пуянлатса пырса ăна вырăнти халăх патне çитермелле. Çакă обществăлла апатлану предприятине ÿсĕм çулĕпе пыма май парать», - тет С.Харитонов.

Хатĕрлев ĕçĕ

«АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçласа ял лавккисем суту-илÿсĕр пуçне хатĕрлев ĕçĕсемпе активлă ĕçлеççĕ. 2011 çулта ял хуçалăх продукцине халăхран 19 миллион та 897 пин тенкĕлĕх туяннă, ÿсĕм 138,7 процент.

Хальхи вăхăтра хатĕрлев ĕçĕпе 27 лавкка ĕçлет. Хатĕрлев енĕпе ĕçлекен магазинсемпе ятарласа кашни çулах конкурссем ирттереççĕ, çĕнтерÿçĕ лавккасен суту-илÿ ĕçченĕсене чыслаççĕ.

Кадрсем пĕтĕмпех татса параççĕ

Хальхи вăхăтра райпо системинче 280 çын тăрăшса вăй хурать. Вĕсенчен аслă пĕлÿ илнисем - 25, вăтам профессиллисем - 69. Çавăн пекех 30 çула çитмен 47 çамрăк ĕçлет. Иртнĕ çул руководительсемпе специалистсем пурĕ 14 çын квалификацине ÿстерес тĕллевпе ятарлă курссенче пĕлÿ пухнă. Çавăн пекех Шупашкарти коопераци техникумĕнче суту-илÿ ĕçченĕсем 80 çын квалификацине ÿстернĕ.

Строительство ĕçĕсем

2011 çулта строительствăпа юсав ĕçĕсем чылай пурнăçланă, çĕнĕ оборудовани туяннă. Çак ĕçсене тума 4 миллион та 654 пин тенкĕ тăкакланă. Иртнĕ çул райпон Кавал, Урнар, поселокри «Все для дома», «Спутник» лавккасене, «Юность», «Минутка», «Меркурий», «Вăрмар» кафесене çĕнетнĕ. Иртнĕ çул капиталлă юсав тунă хыççăн райпон Шăхаль тата Чупай ялĕсенче çĕнĕ лавккасем уçăлнă.

Чупай лавккине 1966 çулта хăпартнă, анчах та вăхăт иртнĕçемĕн вăл юхăнса пĕтнĕ. Çавăнпа та пайщиксем çĕнĕ лавкка туса лартас пирки ыйту тăратнă. Вĕсен ыйтăвне те иртнĕ çул туллин тивĕçтернĕ. Пурнăçламалли ĕçсем татах та чылай. Кăçал та ял лавккисене хăтлăх, çĕнĕ сăн кĕртессипе ĕçсем туса ирттерме палăртнă. Унсăр пуçне вĕсенче шыв, çут çанталăк газĕ кĕртме, канализаци системи тума планланă. Çавăн пекех сивĕтекен оборудовани те туянасшăн. «Пирĕн тĕп тĕллев - потребкооперацине аталантарса пырасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, халăха пахалăхлă таварпа тивĕçтересси. Пĕрлĕхре - вăй. Çакна тĕпе хурса ĕçлетпĕр эпир», - тесе каларĕ С.Харитонов.

Уполномоченнăйсен пухăвĕнче район администрацийĕн промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Н.Краснова районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе паллаштарчĕ, малашлăх задачисене палăртрĕ.

Чăвашпотребсоюзăн кадрсем енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Н.Гомоля тухса калаçрĕ, Чăвашпотребсоюзăн иртнĕ çулхи ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, кăçал пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕ. Пухура уполномоченнăйсем райпон иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне вăтам хак пачĕç.



07 марта 2012
00:00
Поделиться