Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Амăшĕн капиталĕ çинчен пĕтĕмпех

«Ачаллă çемьесене пулăшма йышăннă хушма мерăсем» Федераллă саккун 2007 çултан вăя кĕнĕ. Çав хушăра Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн 77 пин ача çуралнă, вĕсенчен 37 пинĕшĕ çемьере иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем. Ача çураласси 8 процент ÿснĕ. Саккун вăя кĕни улттăмĕш çула кайрĕ, çав-çавах та амăш капиталĕпе усă курассипе çыхăннă ыйтусем йышлă. 2007-мĕш çултан пуçласа Вăрмар районĕнче 771 çемье амăшĕн капиталне тивĕçлĕ пулнă. Кун пирки эпир тĕплĕнрех РФ Пенси фончĕн районти Управленийĕн пуçлăхĕнчен Г.Усковран ыйтса пĕлтĕмĕр.

Георгий Васильевич, амăш капиталне кама параççĕ, сертификат илмелли йĕрке мĕнлерех?

- Амăш капиталне илме 2007-мĕш çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнă е усрава илнĕ çемьесем тивĕç. Çак ирĕке çирĕплетме сертификат параççĕ. Ăна илмелли йĕрке кăткăс мар - паспорт тата çемьери пур ачасен çуралнине ĕнентерекен хут тăратмалла та - пĕр уйăх хушшинче сертификат хатĕр.

Ача ашшĕ амăш капиталне илме пултарать-и?

- Ку ирĕк ашшĕне çакăн пек чух куçма пултарать: енчен те ача амăшĕ вилсен, ача енĕпе амăшĕн правине пăрахăçласан, çемьери ачасен тĕлĕшпе преступлени тусан. Енчен те вăл тăван ашшĕ мар пулсан амăш капиталĕн ирĕкĕ çемьери ачасене пĕр пек пайпа куçать. Унсăр пуçне ашшĕ иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасен пĕр-пĕччен усравçи пулсан та амăш капиталне илме ирĕк пур.

Амăш капиталĕнчен налук тÿлемелле-и?

- Çук, амăш капиталĕнчен налук тытса юлмаççĕ.

Амăш капиталĕн укçипе мĕнле усă курма пулать?

- Сертификат хуçисем ача виçĕ çул тултарсан амăш капиталне пĕтĕмĕшле е унăн пайне çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пулас пенси шайне ÿстерме хывма юрать.

Кунта çакна каласа хăвармалла. Енчен те çемье пурăнмалли çурт-йĕр туянма илнĕ кредитăн тĕп парăмĕпе процентне тÿлесе татма шутлать пулсан, амăш капиталне ача виçĕ çул тултарассине кĕтмесĕрех усă курма пулать.

Амăш капиталĕн усă курма çырнă заявленипе документсене 2 уйăх хушшинче пăхса тухса укçине куçарса параççĕ. Кашни енĕпе мĕнле документсем кирлине Пенси фончĕн специалисчĕсем те ăнлантарса пама пултараççĕ е пирĕн сайт çинче те пĕлме пулать.

Амăшĕн капиталĕн укçине алла илме пулать-и?

- Амăш капиталне алла памаççĕ, маларах асăннă тĕллевсемпе усă курма е кредит организацийĕн, е вĕренÿ учрежденийĕн, е строительство организацийĕн, е хваттер сутаканăн счечĕ çине куçараççĕ.

Нумай çемье хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасшăн. Амăшĕн капиталĕ мĕнле пулăшма пултарать вĕсене?

- Ача 3 çул тултарсан амăшĕн капиталне:

- пурăнмалли çурт-йĕр илнĕ çĕре яма юрать. Паянхи куна илес пулсассăн пирĕн районта 27 çемье амăшĕн капиталне çурт-йĕр илнĕ çĕрте усă курнă;

- пурăнмалли уйрăм çурт тунă çĕре яма май пур. 2011-мĕш çултанпа çурт-йĕр харпăр-хăй вăйĕпе, подрядчиксене хутшăнтармасăр çĕкленĕ тата тĕпрен юсаса çĕнетнĕ (реконструкци тунă) çĕре яма ирĕк панă. Пирĕн республикăра ку тĕллевпе уйрăмах анлăн усă кураççĕ. Ялта чылайăшĕ хăйсен çурчĕсене хуçалăх меслечĕпе çĕклеççĕ, тăванĕсемпе кÿршĕ-аршисене нимене чĕнеççĕ. 2011 çулта кăна Вăрмар районĕнче 15 çемье пурăнмалли уйрăм çурт тунă çĕре янă.

Тата амăш капиталĕн укçине маларах çĕкленĕ çуртшăн (енчен те харпăрлăх ирĕкне 2007-мĕш çултан кая мар çирĕплетнĕ пулсан) е реконструкци тунă çуртшăн компенсаци илме май пур. Ку тĕллевпе пирĕн тăрăхри 5 çемье усă курнă.

Унсăр пуçне амăш капиталĕн укçине пая кĕрсе тăвакан строительствăна яма, пурăнмалли çурт-йĕр тăвакан кооператива хутшăнса малтанхи пай взносне тÿлеме, хваттер туянма е çурт тума кредит е заем илнĕ чухне пĕрремĕш взносне тÿлеме пулать. Тата, паллах, пурăнмалли çурт-йĕр туянма илнĕ тĕп парăма тата процентсене татма, çав шутра - ипотека кредичĕсене те.

Çурт-йĕр кредитне тÿлеме амăшĕн капиталĕпе ача 3 çула çитессе тăхтамасăрах яма пулать терĕр. Çак тĕллевпе усă курма мĕнле документсем кирлĕ?

- Çурт-йĕр туянма илнĕ кредита çемье амăшĕн капиталĕпе ача ÿсĕмне пăхмасăрах тÿлеме пулать. Ку çĕнĕлĕхе Раççей Правительстви йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2009-мĕш çултанпа пурнăçлаççĕ. Çакăнтан пуçласа Вăрмар районĕнче илнĕ кредита çемье амăшĕн капиталĕпе ача ÿсĕмне пăхмасăрах 259 çемье усă курнă.

Амăш капиталне çурт-йĕр кредитне тÿлеме усă курас тесен сертификат хуçин Пенси фондне заявлени, паспорт тата амăш капиталĕн сертификатне тăратмалла. Унсăр пуçне кредит килĕшĕвĕ, кредит парăмĕн юлнă сумми пирки банкран илнĕ справка, туяннă çурт-йĕре патшалăх регистрацийĕ тунин свидетельстви кирлĕ.

Тата çакна каласа хăвармалла. Заявлени панă вăхăтра çурт-йĕр правин харпăрлăхне çемье членĕсем çине куçарса çитереймен пулсан, нотариуса çирĕплеттернĕ обязательство кирлĕ пулать. Чăваш Енри ачаллă çемьесем çурт-йĕр туянма илнĕ кредитсене амăшĕн капиталĕпе сахал мар тÿлеççĕ. Чăваш Республикинчи 12065 çемье 3,6 миллиард тенкĕлĕх кредит тÿлеме йышăннă.

Енчен те çурт туянас тĕллевпе илнĕ кредита упăшка ячĕпе илнĕ пулсан амăш капиталĕн укçипе кредита тÿлесе татма пулать-и?

- Çурт-йĕр туянма илнĕ кредит договорне сертификат хуçин мăшăрĕ çине çырни те амăш капиталĕпе усă курма чăрмав кÿмест. Кун пек чух маларах асăннă документсемпе пĕрле упăшкан паспорчĕ тата мăшăрланнине ĕнентерекен хут тăратмалла.

Эсир амăш капиталне çурт-йĕр харпăр-хăй вăйĕпе, подрядчиксене хутшăнтармасăр çĕклеме тата реконструкци тунă çĕре яма пуласси пирки асăнтăр. Ку мĕнле йĕркепе пулса пырать?

Кун пек чух амăш капиталĕн укçине унăн хуçине икĕ тапхăрпа куçарса параççĕ. 50 процентне - малтан, çак документсене тăратсан куçараççĕ:

- çурт тумалли çĕр лаптăкĕ патшалăх регистрацийĕ тунин свидетельстви,

- сертификат хуçине е унăн мăшăрне çурт тума ирĕк паракан хут,

- реконструкци тума ярас пулсан, çурт-йĕре патшалăх регистрацийĕ тунин свидетельстви,

- харпăрлăха çемье членĕсем çине куçарса шантарса çырнă нотариуса çирĕплеттернĕ обязательство,

- банкра счет уçни çинчен хут.

Иккĕмĕш пайне - капиталăн малтанхи пайне илнĕренпе 6 уйăх иртсен тĕп строительство ĕçĕсене пурнăçланине çурт çĕклеме ирĕк панă органсем тунă актпа çирĕплетсе заявлени çырнă хыççăн куçараççĕ. Кун пек акта ытларах чухне ял тăрăхĕн администрацийĕ (ял поселенийĕ) тăвать.

Енчен те амăш капиталне хваттер туянма янă пулсан, кайран ăна тÿрех сутса яма пултараççĕ-и? Ку саккуна хирĕçлемест-и?

- Амăш капиталĕпе хваттер туянас пулсан ăна ачисен, мăшăрĕн пай харпăрлăхне çирĕплетмелле. Çавăнпа та хваттере сутас пулсан çул çитмен ачасен интересне шута илсе кăна сутма пулать (кунта опекăпа попечительство органĕсен ирĕкĕ кирлĕ).

Амăш капиталне çурт реконструкци тума яма пулать, терĕр, апла çурта юсаса çĕнетме пулать-и ку укçапа?

- Çурта реконструкци тунине ремонтпа пăтраштармалла мар. Реконструкци тунă хыççăн çуртăн калăпăшĕ учетлă нормăран сахал мар ÿсмелле (учетлă норма республикăри кашни район валли çирĕплетнĕ виçе). Çапла вара амăш капиталĕн укçине хваттер, çурт ремонт тума яма май çук.

Амăш капиталне пурăнмалли условисене лайăхлатас тĕллевпе усă курмалли çинчен пĕлтĕмĕр. Халĕ ачасене вĕрентме усă курасси пирки каласа парăр-ха.

- Амăш капиталĕн шучĕпе çемьери кирек хăш ачашăн Раççейри пĕлÿ пама ирĕк панă учрежденийĕнче вĕреннĕшĕн, вĕреннĕ вăхăтра общежитинче пурăннăшăн тÿлеме май пур. Ача вĕренме пуçланă чух 25 çултан аслăрах пулмалла мар.

Унсăр пуçне кăçалтанпа капитал укçине ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене ача сачĕн е вĕренĕвĕн кирек хăш учрежденийĕн пулăшăвĕшĕн тÿлемешкĕн яма пултарать. Ку тĕллевпе «сертификатлă» ача 3 çул тултарсан çемьери кирек хăшне те (аслине те, кĕçĕннине те) ача садне çÿретнĕшĕн тÿлеме яма пулать. Çак тĕллевпе çырнă заявленипе пĕрле ача сачĕпе çирĕплетнĕ килĕшÿ тăратмалла.

Амăшĕн капиталне усă курмалли тепĕр ен вăл - амăшĕн пенсине ÿстересси. Çак тĕллевпе мĕнлерех усă кураççĕ?

- Ача амăшĕ амăшĕн капиталне хăйĕн ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайне яма пултарать. Капитал укçи амăшĕ суйласа илнĕ управляющи компанинче е патшалăхăн тытăмне кĕмен пенси фондĕнче ÿссе пырать.

Капитал укçине пенси счечĕ çине уйăрса палăртаççĕ - енчен те амăшĕн капиталне усă курас шухăш улшăнсан ăна çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма е ачасене вĕрентме усă курма юрать. Енчен те ача амăшĕ пурнăçран уйрăлсан амăш капиталне усă курмалли ирĕк унăн мăшăрĕ е ачисем çине куçать. Ăна çак тĕллевсемпех усă курма юрать.

Чăваш Енре амăшĕн капиталне амăшĕ хăйĕн ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайне яма ыйтса çырнă заявлени хальлĕхе пулман-ха. Раççей Федерацийĕнче ку тĕллевпе усă курма 762 заявлени тăратнă.

Ăнланмалла, амăш капиталĕ çемьесем валли питĕ пысăк пулăшу. Калăр-ха, амăш капиталĕн сертификачĕпе миçе çул усă курма пулать?

- Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисемпе тивĕçтерессипе çыхăннă саккунпа килĕшÿллĕн амăш капиталне 2007-мĕш çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2016-мĕш çулхи декабрĕн 21-мĕшĕччен çемьере иккĕмĕш е ытларах çуралнă ачашăн параççĕ. Укçапа вара кирек хăш вăхăтра усă курма пулать.

Федераци шайĕнче кăна мар, республикăра та амăш капиталне тÿлеме йышăннă. Тĕрĕс-и?

- Чăнах та кăçалтанпа Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн çемьере виççĕмĕш ача çуралсан амăш капиталĕ илме май пур. Унăн калăпăшĕ 100 пин тенкĕ. Капитал укçине пурăнмалли условисене лайăхлатма тата ачасене вĕрентме яма юрать. Регионти амăш капиталĕпе тивĕçтерес ыйтăва Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталанăвĕн министерстви пурнăçлать. Çавăнпа та регионти амăш капиталне илме заявлени вырăнти социаллă хÿтлĕх органне тăратмалла. Енчен те амăш капиталĕпе усă курасси пирки ыйтусем пулсан районти Пенси фончĕн управленине 2-14-86 телефонпа ыйтса пĕлме пулать



14 марта 2012
00:00
Поделиться