Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Аякри» пуйăссем çине те билетсем сутаççĕ!

Пирĕн паянхи пысăк хăвăртлăхпа аталанакан ĕмĕрте çул çÿрессин мобильлĕхĕ тата билет туянассин меллĕхĕ пассажирсемшĕн питĕ актуаллă. Çакна ăнланса шута илсе «Содружество» хула çум компанийĕн руководстви пассажирсене пахалăхлă пулăшу кÿрессипе пур условисем туса парать.

Акă Вăрмарти чукун çул вокзалĕнчи кассăран хула çумĕнчи пуйăссем тата аякри çула çÿрекен пуйăссем çине билетсем сутаççĕ.

Мĕнпе усăллă-ха çакă Вăрмар районĕнче пурăнакансемшĕн?

Пĕрремĕшĕнчен, коммерциллĕ кассăсемпе танлаштарсан Вăрмарти чукун çул вокзалĕнче аякри çулсене çÿрекен пуйăссемпе каймалли билетсен хакĕсене ÿстермесĕр тата комиссисĕр сутаççĕ. Çакă пассажирсене укçи-тенкине перекетлеме май парать.

Иккĕмĕшĕнчен, пассажир кассиртан пур направленисемпе çÿрекен пуйăссем çинчен те тÿлевсĕрех консультаци илме пултарать.

Виççĕмĕшĕнчен, чукун çул кассисене çĕнĕ йышши программăсемпе тивĕçтернĕ, унăн урлă пассажирсем интернет урлă броньăласа хунă билетсене туянма пултараççĕ. Çавăн пекех чукун çул кассисем талăкĕпех ĕçлени те пассажирсемшĕн питĕ меллĕ. Малашне пуйăссемпе каймалли билетсене вĕсем терминал урлă илме пултарĕç



14 марта 2012
00:00
Поделиться