Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пенсие çул çитмесĕрех тухма пулать-и

Вăрмар район прокуратурине анонимлă çыру килнĕ. Унта штата чакарнисем валли 53 çулта пенсие тухма ĕçпе тивĕçтерекен районти центра укçа-тенкĕ уйăрни пирки çырнă. Çакăнтах 53 çул тултарнă граждансене ĕçпе тивĕçтерекен центра учета илменни, ĕç тата укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май çукки çинчен пĕлтернĕ. Ку ыйтăва туллинрех хурав парас тĕллевпе эпир Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин «Вăрмар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ» Чăваш Республикин хысна учрежденийĕн пуçлăхĕпе В.Нестеровпа çыхăнтăмăр.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн 2011 çулхи январĕн 11-мĕшĕнчи пĕрремĕш номерлĕ Килĕшĕвĕпе 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пенсие çул çитмесĕрех кăларассине Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен служби йĕркелесе пырать. Çавна май ĕçпе тивĕçтерекен центр ку е вăл гражданина пенсие вăхăтсăр тухма хăй çеç ирĕк пама пултараймасть.

Ĕç вырăнне пĕтернĕ е пĕр-пĕр организацинче штата чакарнă май ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене вăхăтсăр пенсие ярасси иртнĕ çул Чăваш Республикин ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин бюджет укçи-тенкин уйăрнă калăпăшĕпе пулса пынă. Çавна май Чăваш Республикин ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин 2011 çулхи октябрĕн 11-мĕшĕнчи 08-40 2495 номерлĕ çырăвĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ çул пенсие çул çитмесĕр тухнă граждансем валли 4154900 тенкĕ уйăрнă. Асăннă укçа-тенке 2009 çулта вăхăт çитмесĕр пенсие кайнă ĕçлемен 16 граждан валли 343819,28 тенкĕ, 2010 çулта вăхăтсăр пенсие кайнă 46 граждана - 3041755,26 тенкĕ панă, 2011 çулта ĕçсĕр 12 граждана 759530,30 тенкĕ панă.

Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин «Вăрмар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ» Чăваш Республикин хысна учрежденийĕн бюджет сметинче пенсие вăхăтсăр тухасси пирки 2012-2014 çулсенче пăхса тухман, мĕншĕн тесен ку укçа-тенкĕне Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби РФ Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи управленийĕн даннăйĕсемпе килĕшÿллĕн кăна уйăрать.

Ĕçсĕр тăрса юлнă граждансем РФ 1032-1 номерлĕ «Раççей Федерацийĕнчи граждансене ĕçпе тивĕçтересси» саккунĕн 32 статйин 2 пункчĕпе килĕшÿллĕн пенсие вăхăтсăр тухма пултараççĕ. Кун пек чухне тĕп условийĕсем çаксем пулаççĕ: ку е вăл гражданина ĕçсĕр тăрса юлни çинчен шута илни. Вăл ĕçсĕр тăрса юлни çинчен калакан кирлĕ документсене парсан 11 кун хушшинче ĕçсĕррисен йышне çирĕплетеççĕ. Гражданина ĕçсĕр тăрса юлни çинчен регистрациленĕ хыççăн 10 кун хушшинче ăна валли майлă ĕç вырăнĕ тупăнчĕ пулсан, ăна ĕçсĕррисен шутĕнчен кăлараççĕ. Енчен те гражданина хăйĕн профессипе ĕç вырăнĕ тупса пачĕç, çав вăхăтрах палăртнă пĕтĕм организацисенче вăхăтра пулчĕ, палăртнă вăхăтра ĕçпе тивĕçтерекен центра килчĕ пулсан ăна ĕçсĕррисен шутне илеççĕ. Гражданина регистрациленĕ хыççăн 10 кун хушшинче вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтерчĕç пулсан ăна ĕçсĕррисен шутне илмеççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр гражданина ĕç вырăнĕпе тивĕçтереймест пулсан пенсие вăхăтсăр кăлараççĕ. Анчах та ăна хăйĕн специальноçĕпе ĕç сĕнчĕç пулсан, вăл вара çак ĕçпе килĕшмерĕ пулсан, ăна вăхăтсăр пенсие кăлармаççĕ. Кăçалхи февралĕн 28-мĕшĕ тĕлне районĕпе 109 ваканси пур, çав шутран 66 ваканси рабочи профессипе. 2010 çулхи çак вăхăтра пурĕ 9 ваканси кăна пулнă. Кăçалхи февралĕн 28-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕрлĕх шучĕ 0,4 процент пулнă, 2010 çулта - 1,6 процент. Предприяти, организаци хупăннă пулсан, ĕçлекенсен йышне тата штатне чакарнă пулсан вĕсен вăхăтсăр пенсие тухма ирĕк пур. 2010 çулта ку енĕпе 116 граждан (2011 çулта - 16 граждан) ĕçпе тивĕçтерекен центра пынă. Ĕçсĕр тăрса юлнă гражданинăн страхлакан стажĕ арçыннăн - 25, хĕрарăмăн 20 çул пулсан пенсие вăхăтсăр тухма май пур. Условийĕсем пирки çÿлерех асăнтăмăр.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр сĕнĕвĕпе РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ вăхăтсăр (ватлăхпа çитнĕ ĕç пенсийĕнчен 2 çул маларах )тухнисене пенси шутласа парать.

Тĕплĕнрех кун пирки эсир ĕçпе тивĕçтерекен районти центра 2-12-02 тата Чăваш Республикин ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службине 8 (8352) 55-11-27 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр.



14 марта 2012
00:00
Поделиться