Çур аки - пурнăç аки
Çур аки кунран кун çывхарса пынă май ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракансемшĕн хĕрÿ ĕççи пуçланать. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе, «2008-2015 çулсенче ял хуçалăх продукцине, чĕр тавара, апат çимĕçе тирпейлесси» районти тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене - 42,2 пин, çĕр улми - 66 пин, пахча çимĕç - 5,7 пин, хăмла 38 тонна туса илмелле.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче иртнĕ çул кĕрхи культурăсене 4584 гектар çинче акса хăварнă. Çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем - 10229, çĕр улми - 1428, горчица, рапс - 1385, выльăх апачлĕх культурăсем - 6535, пахча çимĕç 65 гектар çинче лартма палăртнă. Çурхи культурăсене 15440 (2011 çулпа танлаштарсан - 110,4 процент) гектар çинче акма планланă. Акмалли пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ кăçал 23614 гектар йышăнĕ, çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 104 процент пулать. Çак ĕçсене пурнăçлама коллективлă тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тĕрлĕ маркăллă 114 трактор пур, вĕсенчен 89,5 процент ĕççине хатĕр. Груз турттаракан автомашинăсем - 80 (90 процент юсавлă), сеялкăсем - 93 (90 процент ĕçе хатĕр), культиватор - 139 (91 процент), плуг - 94 (92 процент), дисклă сÿресем 31 (87 процент) ĕçе хатĕр.
Агропромышленность комплексĕнчи машинăпа трактор паркне çĕнетессипе федераллă центр ятарласа программа кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн 7 хуçалăх техникăна çĕнетме заявка панă. Вĕсем: «Иванов В.А.», «Ямуков Г.Н.», «Павлов В.Ф.», «Яковлев Ю.Н.», «Яковлев В.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕ, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи. Асăннă хуçалăхсем «Росагролизинг» акционерсен уçă обществипе килĕшÿ тунă.
Кăçалхи мартăн 16-мĕшĕ тĕлне çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтересси 20 процентпа танлашнă (71 тонна), бензинпа - 20 процент (4 тонна). Çурхи ака ĕçĕсене тухăçлă ирттермешкĕн дизель топливи - 348, автобензин 20 тонна кирлĕ. Çурхи ака ĕçĕсене ирттерме тата выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлеме «ЛУКОЙЛ» акционерсен уçă обществинчен çăмăллатнă майпа 432 тонна çунтармалли-сĕрмелли материалсем уйăрнă. Вĕсенчен март уйăхĕнче 40,1 тоннине илсе килмелле. «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество валли - 36, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕ валли - 4,1 тонна.
Кăçалхи мартăн 16-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче вăрлăхлăх тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 2830 тонна пур (99 процент), вĕсенчен 1850 тонна кондициллĕ (65,4 процент). Районти ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем 818 тонна тĕш тырă тата пăрçа йышши культурисен элита вăрлăхĕ туянмалăх килĕшÿ тунă, вĕсенчен 142 тоннине хуçалăхсене илсе килнĕ, çав шутран пăрçа йышши культурăсем - 27 тонна.
Ял хуçалăх культурисем лайăх çитĕнччĕр, тухăç ытларах паччăр тесен вĕсене минераллă удобренисемпе апатлантарни кирлĕ. Çавăнпа та хуçалăх пуçлăхĕсем 898 тонна минераллă удобрени туянма килĕшÿ тунă, çав шутран 501 тоннине илсе килнĕ. Çак ĕç малалла пырать.
Пĕтĕмĕшле каласан, ял хуçалăх производство кооперативĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çур акине хатĕрленсе чылай ĕçсем туса ирттереççĕ, малашлăха пăхса ĕçлеççĕ