Конкурсра - ентеш кĕнеки
Кĕнекесем çинчен ваттисен сăмахĕсем нумай пĕлетпĕр. Мĕн пур ĕмĕртен кĕнеке çынна ÿстерет, йывăрлăхра йăпатать, савăнăçра илемлетет.
Анчах та час-часах, кунран кун пурнăçра эпир пĕрмаях васкатпăр, хыпкаланатпăр, алла кĕнеке тытаймастпăр. Питĕ шел, мĕншĕн тесессĕн кĕнеке вăл - илемлĕх тĕнчи, хăйĕн вăрттăнлăхĕсемпе, татăлман ыйтусемпе, историсемпе тата пăшăрханусемпе. Кĕнеке ĕмĕртен çыннăн юлташĕ пулнă.
Эпĕ вулама юрататăп, интернетра электронлă кĕнекесене те, хут çине пичетлесе кăларнисене те вулатăп. Анчах та библиотекăра çеç кăмăлпа канма пултаратăп. Пĕрмаях вулав пÿлĕмне кĕрсессĕн, чĕрере савăнăçлă хумханулăх туятăп: епле нумай ăслă шухăшсем, ăслай упраççĕ кĕнекесем. Хăш-пĕр кĕнекене алла тытсассăн ăшра туятăп: вăл чĕрĕ...
Нумаях пулмасть интереслĕ кĕнеке тупас тесе Чăваш Наци библиотекин сайтне кĕтĕм. Хамăн валли кĕтмен çĕртен çĕнĕлĕх тупрăм...
Халăх хушшинче кĕнеке патне туртăнассине ÿстерес тесе Чăваш Республикин Наци библиотеки, Чăваш Республикин писательсен союзĕ тата Чăваш кĕнеке издательстви республикăра «Литературная Чувашия: самая читаемая книга года» конкурс пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Конкурса хутшăнакан Ю.Сементер, С.Асамат, А.Павловская, Юхма Мишши, Р.Сарпи тата ытти паллă писательсемпе поэтсен кĕнекисем хушшинче пирĕн ентеш Татьяна Дорофеева çырнă «Постучала ночь в окошко» ятлă кĕнеке те пур. Эпĕ ку кĕнекене нумаях пулмасть вуланăччĕ. Ку вăл пирĕн çинчен, пирĕн пурнăç çинчен, пирĕн шухăш-туйăмсем çинчен. Çăмăл, вулакана ăнланмалла чĕлхепе çырнă философиллĕ тарăн шухăшлă сăвăсем. Мĕншĕн-ха эпĕ çак кĕнекене тепĕр хут тимлĕн вуласа тухрăм; Мĕншĕн тесен, унта манăн аннен ÿкерчĕкĕсем пур. Çавăнпа ку кĕнеке конкурса хутшăннăшăн эпĕ питĕ савăнтăм.
Паян вара, çак кĕнекен илемлĕх тĕнчине тепĕр хут «кĕме», эпĕ библиотекăна каятăп...