Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ

Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев çак лава кÿлĕннĕренпе кăçал 7 çул çитет. Ял тăрăхне Чулкас, Анаткас, Кивĕ Мăнтăр тата Ямпай ялĕсем кĕреççĕ. 745 хуçалăхра 2003 çын пурăнать.

2005, 2010 çулсенчи çăмăл мар суйлавсенче вăлах çĕнтерчĕ. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăран, суйлавçăсен наказĕсене ĕçе кĕртессишĕн мĕн пур тăрăшулăхне панăран, чăн-чăн ертÿçĕ пулнăран хисеплеççĕ ăна.

Ял тăрăхĕнче усăсăр выртакан çĕр лаптăкĕсем çук. 16 хресчен (фермер) хуçалăхĕ 1981,5 гектар çĕрпе тухăçлă усă курать. Ял тăрăхĕн территорийĕнчи уйрăм хушма хуçалăхсем ăнăçлăн аталанса пыраççĕ. Ку енĕпе вĕсене патшалăх тивĕçлĕ пулăшу парать.

«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ уйрăм хуçалăхсене аталанма çăмăллатнă кредитсем илме май туса пачĕ. Çакăнпа ытларах та ытларах çын усă курать. 2010 çулта кăна Чулкас ял тăрăхĕнче пурăнакан 43 çемьене хуçалăхĕсене аталантарма пĕтĕмпе 6 миллион та 960 пин тенкĕлĕх кредит панă пулсан, 2011 çулта вăл икĕ хут ÿснĕ. 82 хуçалăха 13 миллион та 715 пин тенкĕ парса пулăшнă. Çак кăтарту районти ял тăрăхĕсем хушшинче чи пысăкки. Çапла вара Чулкас ял тăрăхĕнче пурăнакансем хастартарах.

- Ял халăхне шыв ыйтăвĕ, çулсене йĕркеллĕ тытса тăрасси, йĕри-таврари тасалăх канăç памасть, - тет Иван Гаврилович пуçлăх.

Иртнĕ çулсенче Чулкасри çĕнĕ микрорайонта шыв пăрăхĕсене 800 метр тăршшĕ çĕнĕрен хывнă. Çапла вара халĕ кунти кашни килтех хуларисенчен пĕрре те кая мар. Шывĕ пÿрте кĕрет, çут çанталăк газĕ çунать, душевойĕ те, туалечĕ те пур. Паллах, çаксене пурнăçлама укçа-тенкĕ сахал мар тăкакламалла пулчĕ. Райадминистраци тивĕçлĕ пулăшу пачĕ, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленипе çынсем те хăйсен тÿпине хыврĕç. Çĕнĕ микрорайонта подстанци лартса панă. Урамсенче - электроэнергие перекетлекен лампочкăсем кăна. Халăх тăрăшнипе пурнăçланă ăна. Çывăх вăхăтрах çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ ытти ялсенче те пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă. Çĕнĕ микрорайонта çавăн пекех пушар хăрушлăхĕнчен сыхланма ГОСТпа килĕшÿллĕн гидрант туса хăварнă. Пушар машинисем хуть те хăçан та шыв тултарма пултараççĕ.

- Çул-йĕре йĕркеллĕ тытса тăрасси те пирĕн тивĕç, - калаçăва малалла тăсать Иван Гаврилович. - Ку енĕпе патшалăх тивĕçлĕ пулăшу парать. Чулкасри К.Маркс урамне кĕркуннехи-çуркуннехи вăхăтра кĕрсе çÿреме питĕ йывăрччĕ. 1 километр тăршшĕ асфальт сарнă хыççăн лару-тăру лайăхланчĕ. Урамсенчи путăк-шăтăксене вак чулсемпе тикĕслесех тăратпăр. Хĕлле урамсене юртан тасатса тăма тăрăшатпăр. Ку енĕпе хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕпе В.Ивановпа килĕшÿ тунă.

Обществăлла вырăнсене, урамсене, масарсене типтерлĕ тытса тăрасси çине ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев пысăк тимлĕх уйăрать. Халăх хушшинчи ăнлантарăва аван йĕркеленĕ. Ку ĕçе депутатсене, ял старостисене, ял-йыша явăçтараççĕ. Кашни çуркуннех тавралăха тирпейлеççĕ, масарсене йĕркене кĕртеççĕ. Çакă çирĕп йăлана кĕнĕ. Кивĕ Мăнтăр ялĕ çумĕнчи масар картине çĕннипе улăштарнă. Чулкас ялĕнче çÿп-çапа пухма центрти урамсенче 13 контейнер лартса панă. Хытă каяша турттарса тухма «Водоканал» обществăпа килĕшÿ тунă.

Культура учрежденийĕсем кашни ялтах пур. Вĕсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрасси - ял тăрăхĕн администрацийĕн тивĕçĕ. Вĕсене майĕпен юсасах тăраççĕ. Чулкасра тата Анаткасра модельлĕ библиотекăсем уçнă. Чулкасри культура çуртне тĕпрен юсанă. Чулкасри тата Анаткасри культура вучахĕсене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтаççĕ. Анаткас ялĕнчи клубăн чÿречисене пластик рамăсемпе улăштарнă. Чулкасри фельдшерпа акушер пунктне тĕпрен юсанă. Çак ĕçе пурнăçлама 1 миллион та 200 пин тенкĕ тăкакланă.

Чулкас шкулĕн кантăкĕсене те пластик рамăсемпе çĕнетнĕ.

Иртнĕ çулсенче çанталăк шăрăх тăнине пула Чулкас чиркĕвĕ çывăхĕнчи кÿлĕ типсе ларнă пулнă. Халĕ ăна юшкăнран тасатнă, унта шыв тăрать.

Ялти çамрăк çемьесене, çынсене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе тĕрлĕ программа ĕçлет. Çакна палăртма кăмăллă: 2010 çулта ял тăрăхĕн территорийĕнче 15 ача çуралнă пулсан, 2011 çулта 22 пепке çут тĕнчене килнĕ. Иртнĕ çул Чулкас ял тăрăхĕнчи темиçе çамрăк çемье пурнăç условийĕсене лайăхлатрĕ. Патшалăхăн «Çамрăк çемье» программипе Татьяна Матвеева тивĕçлĕ пулăшу илнĕ. Амăшĕн капиталĕн сертификатне Татьяна Алексеева илнĕ. Халĕ çав сертификата С.Владимирова илме хатĕрленет.

Федерацин «Ялсен 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн ялта ĕçлесе пурăнакан Леонид Соколовпа Ирина Павлова та патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ.

Раиса Никифоровапа Надежда Игнатьева вăрçăра пуçне хунă салтаксен тăлăх арăмĕсем хваттер туянма 980 пиншер тенкĕлĕх свидетельствăсем илнĕ.

Чулкас ял тăрăхĕнче 10 депутат. Вĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕнчен район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем пулма Геннадий Ямуковпа Леонид Павлов фермерсене, Пысăк Енккассинчи вăтам шкул директорне Галина Архиповăна суйланă.

Район Пухăвĕн тата ял тăрăхĕн депутачĕсем тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме укçа-тенкĕ парса пулăшаççĕ. Ял уявĕсем тата спорт мероприятийĕсем ирттернĕ çĕрте вĕсен тÿпи пысăк.

Çав вăхăтра

Çак кунсенче Чăваш Республикин хула строительствипе обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министрĕ В.Громов ертсе пынипе ведомствăсем хушшинчи лару иртнĕ. Унта «Чăваш Енри чи хăтлă ял (хула) тăрăхĕ» конкурса пĕтĕмлетнĕ. 3 пин çын таранччен пурăнакан ял тăрăхĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна пирĕн районти Чулкас ял тăрăхĕ тухнă, I степеньлĕ диплома тата укçан паракан премие тивĕçнĕ



20 марта 2012
00:00
Поделиться