Тинĕс флотне юратса
Эпĕ Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан 56 çулхи Иван Николаевич Никифорова нумайранпах пĕлетĕп. Унăн кун-çулĕ сумлă та хисеплĕ, вăл чăнласах ырă ята тивĕçнĕ. Шыв айĕнче çÿрекен кимĕсем çинчи моряксен тин кăна иртнĕ уявĕ хыççăн та пулса ман И.Никифоровăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарас килет.
Вăл 1956 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Николай Никифорович, кирпĕч заводĕнче пушар хуралĕнче, Канашра шоферта ĕçленĕ. Амăшĕ, Галина Ивановна, Урнарти, Пинерти, Аслă Чакри, Энĕшпуçĕнчи шкулсен пуçламăш класĕсенче учительница пулса тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă. Вĕсем тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ. Николай шкул çулне çитсен, 1964 çулта, пĕрремĕш класа вĕренме Энĕшпуçĕнче пуçланă, малалла хăйĕн пĕлĕвне Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта ÿстернĕ, 1974 çулта вунă класс пĕтерсе алла аттестат илнĕ. Николай çара кайиччен «Знамя» колхозра тракторист çумĕ пулса вăй хунă. Çав çулах ăна пĕтĕм тăванĕсем, тусĕсемпе юлташĕсем ырă сунса Тăван Çĕршыв умĕнчи хисеплĕ тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама хушса салтака ăсатнă. Хĕсметре вăл Тинĕс çар флотĕнче виçĕ çул хушши пулнă.
Малтанах пирĕн ентеш 1975 çулхи май уйăхĕччен Владивостокри шыв айĕнче ишекен матроссен йышĕнче вĕрентÿ центрĕнче ăс пухнă. Унтан çав çулхи октябрь уйăхĕччен Петропавловск - Камчатскинче атомлă шывай кимми çинче службăра тăнă. Вĕри чĕреллĕ чăваш çамрăкĕ моральпе психологиллĕ хăнăхусене пултаруллă кăтартса умра тăракан тĕллевсене вăхăтра та ăста пурнăçланă. Унăн пултарулăхĕпе хастарлăхне командирсем темиçе хутчен палăртса хăварнă.
Малтанхи кунсенчен çар ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене вĕренсе алла илнĕ, тĕрлĕ хушусене вăхăтра пурнăçлассишĕн çине тăнă. Каярахпа И.Никифоров матрос интендант службинче тăрăшнă.
1976 çулхи апрель уйăхĕнчен вĕсен экипажне Эстонинчи Пальдиски хулинчи вĕрентÿ центрне куçарнă. Шыв айĕнче çÿрекен çĕнĕ атомлă кимме алла илме хăнăхнă. 1976 çулхи май уйăхĕнче заводран тин килнĕ кимĕ çинче патшалăх тата предприятин сăнавĕсемпе тĕрĕслевĕсене ирттернĕ. Унтан вĕсене Мурманск облаçĕнчи Гаджиев хулине куçарнă. И.Никифоров матрос тăван çĕршыва юратса патшалăхăн хăватлă çар техникине вĕренес ăсталăхне туптанă. Çав вăхăтра тĕнчери лару-тăру çăмăлах пулман. Атомлă шывай карапĕ океансенчи нумай кунлăха пынă инçе ишевсенче пулнă, Тăван çĕршыва сыхланă. 2-мĕш статьяллă старшина кăмăл çирĕплĕхĕ, хăюлăх, чăтăмлăх кăтартнă, çирĕп сывлăхлă пулнă, Хисеп хучĕсем илме тивĕçнĕ. 1977 çулхи ноябрьте хĕсметри тивĕçе чыслăн пурнăçласа киле таврăннă. Хастар çамрăка çар карапĕсемех илĕртеççĕ. Ялта нумай шухăшласа тăмасăр ĕнерхи матрос пысăк ĕмĕтсемпе паспорта алла илсенех тепĕр уйăхран, 1977 çулхи декабрьте, комсомолла путевкăпа хăй хĕсметре пулнă вырăна - Северодвинск хулинчи шывай карапĕсем тăвакан предприятие слесарь-монтажник пулса ĕçлеме тухса кайнă. Мирлĕ пурнăçра флотра туптанă ăсталăх яланах пулăшса пынă. Кунта 19 çул хушши çĕршывăн вăйлă та хăватлă шыв айĕнче çÿрекен киммисене тунă. 1979-1983 çулсенче машиностроительнăй техникума вĕренсе пĕтернĕ.
1996 çулта Энĕшпуç ялне таврăннă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Вăрмар поселокĕнче КСО тытăмĕнче тăрăшнă. 2001 çулта хĕрĕх пилĕк çула çитсен пенсие тухнă. 2008 çултанпа Хусан хулинчи «Федеральная пассажирская» АУОра столяр пулса вăй хурать. Çав вăхăтра килте алă усса лармасть, хăйĕн мăшăрĕпе выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк йышлă усрать.
Иван Николаевич мăшăрĕпе, Надежда Ивановнăпа, пĕр хĕре, Татьянăна, çуратса пăхса çитĕнтернĕ. Вăл халĕ Шупашкарта ĕçлет, коопераци институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренет. Сăпайлă, чăннипех те хисепе тивĕçлĕ çын вăл И.Никифоров матрос, патриот, тинĕс çар техникине туса кăларакансен хастар ĕçченĕ