Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вут-çулăма парăнтаракан

Март уйăхĕ Эçпепере пурăнакан Константиновсемшĕн панă пулăмсемпе пуян пулчĕ. Вăрмарти 39 номерлĕ пушар чаçĕнче водительте ĕçлекен Виталий Петрович Константинов мартăн 16-мĕшĕнче 60 çул тултарчĕ. Шăпах çак кун унăн амăшĕн те, Таисия Ефремовна Константинован, çуралнă кунĕ. Вăл 85 çула çитрĕ. Виталий Петрович мăшăрĕпе, Нина Васильевнăпа, пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа вара мартăн 8-мĕшĕнче 38 çул пулчĕ.

Ялти шкултан 8 класс вĕренсе тухсан Вăрмарти известь тăвакан заводра ĕçлет çамрăк каччă. Пурнăç тăршшĕпе водитель ĕçне парăннă Виталий. Салтак тивĕçне те Алтай тăрăхĕнче çерем ватнă çĕрте водитель пулса пурнăçланă. 2 çул та 7 уйăх тăсăлнă çар служби. Унтан таврăнсан, 1973 çултан пуçласа 1986 çулччен, Виталий «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕнче водитель пулса ĕçлет. 1974 çулта хăйĕнпе пĕрле çитĕннĕ, пĕр класра вĕреннĕ хĕр-тантăшĕпе Нинăпа çемье çавăрать. Шкул саккинченех туслă пулнă çамрăксем, пĕрремĕш класранпах йĕлтĕрпе чупма юратнă, ăмăртусене те час-часах хутшăннă. Константиновсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Ачисем иккĕшĕ те хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ ĕнтĕ.

Виталий Петровича Раççей МЧСĕ 20 çул тултарнине халалласа «Раççей МЧСĕ 20 çулта», пушар чаçĕнче 25 çул ĕçленĕшĕн «Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальсемпе наградăланă. Çакăн йышши чыса - «Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале - республикипе те пĕр-икĕ çын кăна тивĕçнĕ. Çавăн пекех «2010 çулта вăрмансене пушартан сÿнтернĕшĕн» медальпе чысланă. 2010 çулхи шăрăх çанталăк халăха чылай йывăрлăх кÿчĕ. Мари Республикинчи вăрмансене вут-çулăм ярса илсен пирĕн район пушарникĕсем те пысăк паттăрлăх кăтартрĕç. Вăрмантах çĕр каçма тивнĕ çавăн чухне вут-çулăма сÿнтерекенсен. Пушар чаçĕн команди туслă коллективран тăрать, тăтăшах республика шайĕнче иртекен спорт тата ытти йышши мероприятисене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Виталий Петрович та яланах команда йышĕнче, юлташĕсем хушшинче те хисепре. Çулталăк каялла вăл вут-çулăма парăнтарма «УРАЛ» çĕнĕ автомашинăпа тухакан пулчĕ. «Чăн-чăн салтак пурнăçĕ пирĕн кунта, яланах хамăрăн тивĕçе пурнăçлама, вут-çулăма парăнтарма хатĕр пулмалла, кирек епле инкекре те аптрамалла мар. Çын пурнăçне çăлса хăварасси - тĕп вырăнта», - тет В.Константинов. Ĕçри ăнăçу мăшăрпа пĕр-пĕрне килĕштерсе, хисеплесе пурăннинчен те нумай килет. Виталий Петровичпа Нина Васильевна пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, пĕр сăмахранах ăнланаççĕ.

Паллах, пенсие тухсассăн юратнă тата хăнăхнă автомашинăсăр, пĕрле ĕçленĕ юлташсемсĕр, шÿтлĕ пулăмсемсĕр тунсăхлĕ ĕнтĕ Виталий Петрович.

Малашне канăва тухсассăн хисеплĕ çын хăйĕн мăшăрĕпе тăван Эçпепе ялĕнче çутçанталăк илемĕпе киленсе, выльăх-чĕрлĕх усраса пурăнасшăн



22 марта 2012
00:00
Поделиться