Çĕнĕлĕх çулĕ çинче
Нумайăшĕ пĕлеççĕ ĕнтĕ, 2011-мĕш çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейри пур вĕренÿ учрежденийĕ те пуçламăш шкул вĕренĕвĕн патшалăх стандарчĕпе килĕшÿллĕн ĕçлеме тытăнчĕ. Вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕ çине куçни - пурнăç хушăвĕ. Пурнăç аталанса улшăнса пынă май вĕренÿ процесĕ те улшăнса çĕнелсе пымалла. Маларах вĕрентекенсем ачасене хатĕр пĕлÿ пама тăрăшнă пулсан, халĕ вĕрентекен ертсе пынипе ачан хăйĕн ытларах тавçăрса ĕçлесе кирлине шыраса тупмалла. Авалхи Китайра: «Каланине - манăп, кăтартнине - ас туса юлăп, хам ĕçлесен - вĕренĕп», - текен ваттисен сăмахĕ ĕçленин уссине тепĕр хут çирĕплетсе парать.
Çапла вара пирĕн районти мĕн пур вĕрентÿ учрежденийĕ те, Раççейри ытти шкулсем пекех, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче çĕнĕлĕх çулĕ çине тăчĕ. Çĕнни вăл ялан хăй патне илĕртет те, çав вăхăтрах пăшăрхантарать те. Ачисем те, ашшĕ-амăшĕсем те, вĕрентекенĕсем те улшăнман пулсан çĕнĕлле мĕнле ĕçлемелле-ха; Çак тата ытти ыйтусем малтанах чылай вĕрентекене канăç памарĕç. Мĕн ĕмĕртенпех вĕрентекенĕн пуçарулăхĕ, пултарулăхĕ, тăрăшулăхĕ иксĕлми. Тăрăшни нихăçан та сая каймасть. Çакна районти пуçламăш класс вĕрентекенĕсен пĕрлешĕвĕн Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта пулса иртнĕ семинарĕ çирĕплетнĕ. Л.Федорова тăван тавралăхпа ирттернĕ уçă урока районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ З.Пуклакова та, ĕçтешсем те пысăк хак панă. Урок пур енчен те шăпах патшалăх çĕнĕ стандарчĕ ыйтнине тивĕçтернине, унпа килĕшсе тăнине палăртнă семинара пынисем. Уçă урок хыççăн семинар темипе тухса калаçнă М.Данилова (Кĕлкешри тĕп шкул), Е.Николаева (Арапуçĕнчи тĕп шкул), Г.Иванова (Чулкасри тĕп шкул) вĕрентекенсем вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче кашни ачан хăй евĕрлĕхне малти вырăна хурса ачана вĕренме вĕрентмеллине, хăйĕн пĕлÿ шайне, хăй тунă ĕçе ачан хăйĕн хак пама пĕлмеллине палăртнă. Апла пулсан, çĕнĕлĕх çулĕ çинче çирĕп утăмсемпех пыраççĕ районти пуçламăш шкул вĕрентекенĕсем.
Вĕренÿ планĕпе пĕрлех çĕнĕ стандарт урок хыççăнхи ĕç-хĕле те çĕнĕлле йĕркелеме хушать. Тăватă çул хушшинче кашни ачана унăн аталанăвĕн уйрăмлăхне шута илсе 1350 сехет таран урок хыççăнхи ĕçсене хутшăнма май туса памалла. Укçа-тенкĕ çитменнине пула хальлĕхе ку ĕç пулсах пыраймасть-ха. Ачасене ăс панипе пĕрлех вĕсен кăмăл-сипетне аталантарассине те патшалăх стандарчĕпе пурнăçа кĕртме пуçлăхсем май туса парасса шанас килет.
Ку çапла пулатех ĕнтĕ, мĕншĕн тесен райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшать