Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хĕрсен батальонĕ

1942 çул. Новосибирскри радиоспециалистсен шкулне васкавлăн вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пире «теплушкăсем» çине тиесе анăçалла ăсатрĕç. Мускавран инçе мар вырнаçнă вăрман уçланкисене пырса ячĕç. Казармăсем пирки ан та асăн. Çак таврара Хĕрлĕ Çарăн Тĕп командованийĕн резерври çĕнĕ чаçĕсене йĕркелеме тытăннă иккен. Вĕсенчен пĕри - 2-мĕш мотоштурм-инженерипе сапер бригади. Мана кунта 5-мĕш батальон штабĕнчи радиостанци çинче ĕçлеме лартрĕç. Хамăр районтанах çара пĕрле тухса килнĕ чăваш ачисене тĕрлĕ çĕре уйăрса пĕтерчĕç. Акă вĕсем: В.Алексеев (Кивĕ Вăрмартан), И.Артюков (Кавалтан), П.Шашков (Чупайĕнчен), Н.Алексеев (Вăтакасран).

Ыттисем пекех, пирĕн батальон та тин чăмăртанать-ха, унта командирсемпе салтаксем çукпа пĕрехчĕ. Штабра та лару-тăру çавнашкалах.

Çак батальон юлашкийĕсене кунта фронтри çухатусем хыççăн куçарса килнĕ. Унччен пĕтĕмпе тенĕ пекех кирза атă, салтак шинелĕ, симĕс пилотка тăхăннă хĕрсем - минерсем пулнă. Вĕсем вăрçă хирĕнче пурнăçшăн питех те хăрушă ĕç тунă. Фотиев писарь каланă тăрăх, кунта хăйне евĕрлĕ пĕр вăрттăнлăх та пулнă. Минăсем лартасси е вĕсене хăрушсăрлатасси кăнтăрлахи çутă вăхăтра тумалли ĕç мар. Тăшман асăрхасран каçхи тĕттĕмлĕхре пĕчченшерĕн çÿреме тивнĕ. Унсăр çухату нумай тÿсетĕн. Енчен те мина çурăлса кайсан, унпа кĕрешекен пĕр минер кăна мар, çав вырăнта пĕрле пулнă ытти «юлташĕсем» те пĕтеççĕ.

Хĕр-минерсем çак йĕркене пăхăнман, задание пурнăçлама харăсах виççĕн-тăваттăн тухса кайнă. Мĕншĕн тесен каç тĕттĕмĕнче çап-çамрăк пикесене хăрушă туйăннă. Тăван ялти укăлча хыçĕнчи тăкăрлăкра мар-çке. Çитменнине, тăшман пульлисем шăхăрса иртеççĕ, снарядсем çурăлаççĕ, тĕттĕм тÿпере ракетăсен çути ялкăшать. Çавнашкал лару-тăрура батальонра икçĕр ытла хĕр-салтак вилнĕ. Эпир кунта пынă вăхăт тĕлнелле вĕсенчен пĕр вуннăшĕ çеç чĕрĕ юлнăччĕ. Малалла пирĕн батальона салтаксем кăна килме пуçларĕç.

Каярах, батальон вăй илме тытăнсан, пирĕн пата сусăрланнине пула чĕрĕ юлнă хĕр-салтаксем пырса çÿретчĕç. Вĕсем хăйсен иртнĕ кун-çулĕ çинчен куççуль витĕр аса илсе каласа паратчĕç.



26 марта 2012
00:00
Поделиться