Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ватăсем историпе тавра пĕлÿ музейĕнче

Çак кунсенче Вăрмарти «Тăван ен» историпе тавра пĕлÿ музейĕнче Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Вăрмарти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕ» Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕн Арапуçĕнчи вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмри тата килте социаллă пулăшу илсе тăракан ватăсем пухăнчĕç. Çак тĕл пулу пирĕн ентешĕн, РСФСР тава тивĕçлĕ тата Чăваш АССР халăх артисчĕн Е.Никитинăн 100 çулхи юбилейне халалласа иртрĕ.

Асаннесемпе асаттесене музей экскурсовочĕ О.Нарсова тата тĕп библиотека ĕçченĕ Р.Иванова хапăл тусах кĕтсе илчĕç. Р.Иванова пултаруллă артистăн ачалăхĕпе, пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Е.Никитин 1912 çулта мартăн 22-мĕшĕнче Арапуç ялĕнче çуралнă. Ленинградри театр техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Çакăнтан пуçланнă артистăн творчествăлла пултарулăхĕ. Фронтра пулнă.

Киле таврăнсан ăна Чăваш академи драма театрне ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Çав вăхăтран пуçласа миçе спектальте выляман-ши вăл, миçе тĕрлĕ çын сăнарне уçса паман-ши; Сăнарсене пурне те хăй ăс-тăнĕ, чун-чĕри, пултарулăхĕ урлă кăларнă-çке артист, ырми-канми ĕçленĕ, тăрăшнă, вăй-халне шеллемен.

Вăл артист кăна мар, драматург та пулнă, чылай драмăсем, пьесăсем, камитсем калăпланă. Кĕлпук мучи тесен те лайăх пĕлеççĕ ăна республикăра.

Е.Никитинăн пархатарлă ĕçне хакласа «Хисеп палли» орденпа наградăланă, унăн ятне Чăваш Республикин Хисеп кĕнеки çине кĕртнĕ.

О.Нарсова музей тăрăх экскурси ирттерчĕ, Вăрмар районĕн историйĕпе, унăн паллă çыннисемпе тата Чăваш халăх артисчĕ Е.Никитин çырнă кĕнекесемпе, спектакльсенче вылянă самантсене ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксемпе, пултарулăхне хакласа кăларнă статьясемпе паллаштарчĕ. Ватăсемпе центр специалисчĕсем Ефим Никитича халалланă куравпа питĕ кăмăллă юлчĕç. Çак курава хатĕрлесе ирттерекенсене ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçусем сунчĕç. Çакăн пек тĕл пулусем малалла та пуласса шансах тăраççĕ



26 марта 2012
00:00
Поделиться